АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахча ĕçĕ чунне çывăх

16 сентября 2016 г.

Кирек ăçта та çынна ĕçчен те пултаруллă, лăпкă та сăпайлă пулнишĕн хисеплеççĕ. Çак сăмахсене Туктамăшри Çут кукринче пурăнакан, "Хĕвел" ача садĕнче тăрăшакан Юрий Геннадьевич Романов пирки калама пулать.

Ачаранпах ялта ĕçлесе ỹснĕрен-и, вăл пурнăçне те тăван енпе çыхăнтарнă. Çак ĕçчен çын хĕлĕн-çăвĕн килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхне пăхать тата хăй лартса ỹстернĕ сад-пахчара чечек калчисене, йывăç-тĕм хунавĕсене çитĕн-терсе вĕсемпе халăха тивĕçтерме кăмăллать. Çуллахи вăхăтра унăн кил картийĕнче пурнăç вĕресе тăнă май вăл вăрман хуçалăхĕн пысăк питомникне аса илтерет. Кунта, 40 сотăй лаптăк çинче, панулми, груша, слива, абрикос, черешня, крыжовник, хурлăхан, чие тата виноградăн тĕрлĕ сорчĕсем çитĕнеççĕ. "Вĕсемсĕр пурнăç çук манăн. Паллах, вĕсене пăхма çăмăл мар, чылай ĕçе алă вăйĕпе тума тивет", - тет вăл. Хунавсем лайăх тымарланччăр тесен чи малтан вăрăсем шăтса тухсан çĕре вăхăтра кăпкалатса-шăварса тăмалли, парка та çирĕп пулма тислĕк-пе апатлантармалли, çỹлти турачĕсенчен пуçласа вĕçне çитиех тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран хими препарачĕсемпе сирпĕтмелли çин-чен те каларĕ пахчаçă. Çамрăк хунавсем пĕр çулталăкран туратпа е кăчкăпа сыпăнаççĕ. Ку ĕç те питĕ кăткăс. Сыпăнни чĕрĕлтĕр тесен ĕçе хунавра йывăç сĕткенĕ çителĕклĕ пулнă вăхăтра пурнăçламалла. Çак ĕçе вăл тухтăр пек йывăç туйăмне пĕлсе пĕрре çуркунне, тепре çуллахи тапхăрта алăпа йĕркелет. Сыпмалли турачĕсемпе кăчкисене вара вăл ытларах хĕллехи пылаклă тата пысăк тухăç паракан, çирĕп йывăç пулакан сортсене суйласа илет. Хальхи вăхăтра унăн "Тамбовка", "Скрыжабель", "Лоба", "Северный синап", "Папин-шафран" панулми тата "Медовая", "Мраморная" груша хунавĕсем çителĕклех пур.

Ăста пахчаçă пулма тăрăшнă май улмуççие сыпнă чухне сăнавсем те ирттерет. Унăн пĕр тĕм çинче харăсах сĕтеклĕ груша тата пылак абрикос ỹсекенни те пур. Хунавсене кирек кама та сутма хатĕр вăл. Вĕсене туянас тесе ытти районсенчен те килсех тăраççĕ ун патне. Юрий Геннадьевич ачаранах пахчаçă ĕçĕпе тата илем тĕнчипе юнашар ỹснĕ. Ашшĕ-амăшĕ те ăна пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Халĕ вара вăл çак хăй тĕллĕн вĕреннĕ ĕçрен уйрăлаймасть. Романовсен çемйинче пĕр-пĕрне пулăшасси йăлана кĕнĕ. Юрăн ашшĕпе амăшĕ те, мăшăрĕ те, аппăшĕ те пĕрле ĕçлеççĕ. Садри йывăçсем те тăрăшуллă çемьене кашни çулах хăйсен çимĕçĕсемпе савăнтараççĕ. Кăçал та панулми питĕ нумай пулнă, йывăççисем йăтайми лараççĕ. Анчах çакă та кил хуçи умне йывăрлăхсем кăларса тăратать. Хальхи саманара вĕсене вырнаçтарма май çукки шухăшлаттарать.

Юрий Геннадьевич улмуççи çинчен каланă май икĕ пĕлтерĕшлĕ халап çине куçрĕ. Сăмахран, Турă ачисен Адампа Евăн пĕрремĕш çимĕç панулми пулнине палăртрĕ. Тепĕр сăнлăхне вара улмуççи çинчен асăнчĕ. Кĕркунне улмуççи йывăççи çĕклейми пулсан кашни кун çил хытă вĕрнипе, çĕрле тăм ỹкнипе вăл тăкăнса ларать. Çынсем ăна хĕрхенмеççĕ, панулмие татса пухмаççĕ. Çакăншăн кулянса ăна усăсăр йывăçа кăларнишĕн, хĕвел çутине сая янишĕн улмуççи Турă çине пăхса çапларах сăмах хушнă: "Тархаслатăп сана, эсĕ çав этем ачисене кала-ха улмуççи çимĕçĕсемпе çапла хăтланма юраманнине". Турă та унăн шухăшĕ-семпе килĕшнĕ: "Çапла, çапла. Ылтăн çимĕç", - тенĕ вăл.

В.РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика