16 сентября 2016 г.
Тивĕçлĕ канăва тухсан нумайăшĕ канлĕ те лăпкă пурăнма ĕмĕтленет. Йывăç лартнă, çурт-йĕр çавăрнă, ачи-пăчине ура çине тăратнă... Хăй пирки шухăшлама, канма вăхăт темелле.
Ачкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ Виталий Степанович Яндайкин тивĕçлĕ канăва тухни 16 çул ĕнтĕ. Апла пулин те вăл ĕçсĕр лармасть - арçыннăн кил-тĕрĕшре ĕç нумай: пăтине çапмалла, уттине çулмалла, пахчари йывăçсене çĕнетмелле. Ватăлма вăхăт та çук унăн. Виталий Степанович 1973 çултанпа Шупашкар хулинче пурăнать, анчах тăван яла тăтăшах килсе çỹрет. 35 çул тăрăшнă вăл шоферта. Малтанах тăван колхозра сĕт турттарнă, райбольницăра водительте ĕçленĕ. Авлансан хуланалла çул тытнă, Ялхуçалăх министерствин автобазине вырнаçнă. Унтан 20 çул хушши сĕтел-пукан фабрикинче водительте тăрăшнă. Халĕ вара вăл ялтах пурăнма тăрăшать. Хуçалăх тытмалла-çке. Унăн мăшăрĕ те çывăхри ялтанах - Туктамăшран, Петр Степанович Печниковăн хĕрĕ Валентина. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен аптекăра вăй хунă. Вĕсен икĕ хĕрĕ çемьеллĕ ĕнтĕ, 4 мăнукĕ çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать.
Петр Степанович йывăçсене сыпма вĕрентнĕ те Виталий Яндайкина. Çавăнпа та унăн 31 сотăй çĕрĕ çинче тем те пур: панулми, груша, хура слива йывăççисем, иçĕм çырли, хурлăхан, крыжовник тĕмĕсем тата ытти те. Унсăр пуçне вăл хăйĕн пысăках мар çĕр лаптăкĕ çинче тĕрлĕ пахча çимĕç туса илет. Çак ĕçре ăна мăшăрĕ пулăшать. "Ĕç çĕклет, ỹркев ураран ỹкерет, - тет Виталий Сте-панович. - Участок çинче тем те ỹстерме тăрăшатăп, çĕрулмине те, мăн хăярне те. Ялта пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Эпĕ хулана тăтăшах çỹренĕ пирки выльăхне усраймастăп. Ăна кашни кунах пăх-малла-çке. Анчах та çак çимĕçсемпе туллин усă курма тăрăшатпăр. Мăн хăярĕ те сывлăхшăн усăллă-çке. Пахчари палан çырлине те сая ямастпăр. Унăн сĕткенĕнчен хатĕрленĕ чее ĕçме тăрăшатпăр. Шел те, юлашки икĕ çулта хунавсенче сĕткен сахал пулнипе йывăçсене çĕнетме йывăртарах пулчĕ. Тен, çитес çул ăнĕ. Ялта ĕç нумай. Кỹршĕсене те, ял халăхне те вăй пур таран пулăшма тăрăшатăп. Çавна валли ятарласа мастерской пур. Пулăшу ыйтма килекенсем сахал мар: çава çапмалла-и, сĕтел-пукан ăсталамалла-и... Хальхи вăхăтра кашни килте мотоблок, тĕрлĕ техника пур пулин те çавасăр ĕç пулмасть. Пĕчĕк хушăсене, йывăç айĕсене çулма кирлех вăл. Ăна çапма пĕлекенсем вара ялта çукпа пĕрех. Хам пĕлнĕ таран пулăшма тăрăшатăп. Пĕлмен япалана алла тытмастăп, çынна пустуй шантармастăп".
Çапла, маттурисен йăхĕ çухалмасан ял пĕтмест, çултан-çул çĕнелет.
А.ВАСЮКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"