АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечек çитĕнтерме мĕн кансĕрлет?

16 сентября 2016 г.

Çутçанталăк хăйĕн илемне, çепĕçлĕхне чечек çине куçарнă. Унăн илĕртỹлĕхне курман, туйман çын çук пулĕ. Уйрăмах çуркунне, юр кайса пĕтсен, куç тĕлне пулнă кашни çеçке кăмăла çĕклет. Истори кĕнекисенчен чечеке халăх ĕлĕк-авалтанпах юратнине пĕлетпĕр. Хăш-пĕр патшалăх гербĕнче те вăл тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Хĕвелтухăçри халăхсен хĕрача çуралсан ăна чечек ятне парасси йăлара. Пирĕн районта та Роза, Виолетта, Лилия тата ытти ятсем те час-часах тĕл пулаççĕ.

Ял урамĕсемпе утса пынă май, пỹрт умĕнчи пахчасене тинкеретĕп: мĕн тĕрлĕ кăна чечек ỹстермеççĕ-ши?! 20 çул каялла пахчара илем тĕнчи çитĕнтерекенсем йышлах марччĕ. Паян кашни кил-çурт умĕнче тенĕ пекех мĕнле те пулин чечек ỹсет. Паллах, хăш-пĕр пахча умĕнче вĕсем мăянпа тата вĕлтĕренпе ăмăртмалла çинçе тунисемпе çỹлелле кармашнă тĕслĕхсем те пур. Хуçин çумлама вăхăчĕ çитмест-ши? Хăш пỹрт тĕлĕнче пачах та чечек курăнмасть. Нивушлĕ чечек юратман çынсем те пур? Е пăхса ỹстерме ỹркенеççĕ-ши?

Чечек лартса ỹстерме юратакансен ячĕсене вара уйрăммăн асăнса хăварас килет. Вĕсем кăмăл-туйăма çĕклеççĕ, çут тĕнчене илемлĕрех курма пулăшаççĕ. Хĕрлĕ Чутай салин Советски урамĕпе иртнĕ май Альбина Столярован чечекĕсемпе киленмесĕр пултараяс çук: унăн кунта тем тĕрлĕ чечек те пур, георгин вара тем тĕрли те (иртнĕ çулсенче вĕсен улмисене ăна пасарта сутнине те курнăччĕ). Çавăн пекех, ĕçтешсем пĕлтернĕ тăрăх, Мишеркассинчи Нина Ганина, Кив Атикасси тăрăхĕнчи Ираида Аксакова, Людмила Котова, Соня Филиппова, Галина Борисова, Тралькасси тăрăхĕнчи Галина Ермеева, Светлана Горланова, Питĕркасси тăрăхĕнчи Юлия Дадюкова, Зоя Хорайкина, Туктамăшри Лариса Моложина, Серенкасси ялĕнчи Вера Юмжакова, Нина Вазинкина, Галя Елгайкина, Галина Селезенкина, Тумликассинчи Роза Кудюкова, Зинаида Мерескина, Зоя Яргунина, Ишеккассинчи Мария, Раисăпа Елена Микишинасем, Çĕн Ирчемесри Полина Новикова пурăнакан çуртсем чечек ăшне путнă. Интернет уçлăхĕнчи социаллă сетьсенче те чечеке юратнине пĕлтерекенсем пур пирĕн хушăра.

Ачкассинчи Лилия Чеченешкина тĕнче курмалла хăйĕн тем тĕрлĕ чечекĕн сăнỹкерчĕкĕпе паллаштарать. Мишеркассинчи Людмила Канячкинан, Калкассинчи Раиса Булаткинан чечекĕсене соцсетьре курма май пулчĕ.

Чечек çитĕнтерекенсем хăйсем те чунĕпе илемлĕн туйăнаççĕ. Мĕншĕн тесен пурте çак çутçанталăк паракан ырлăха курма, хаклама пĕлмеççĕ. Тата кашни алăрах хунав та ямасть черчен чечек калчи - хăйĕнпе лăпкă сасăпа, çепĕç чĕлхепе калаçнине юратать. Усал шухăшлă, кăра çилĕллĕ çын пахчинче вăл хăйне япăх туять, илемĕпе савăнтараймасть.

Районти учрежденисемпе предприятисенчен вара кăçал "Хĕвел" ача сачĕ чечексемпе хăйĕн патне илĕртет. Çуркуннерен пуçласа паянхи кунчченех кунти чечексем иртен-çỹрен кăмăлĕсене çĕклеççĕ. Кунти чечексене лартса пăхса ỹстерекенсем те тав сăмахĕсене тивĕçлĕ: хапха умĕнчен пуçласа пĕтĕм тер-риторийĕнчи чечексем типтерлĕ куçа илĕртсе лараççĕ, йăранĕсем çинче пĕр çумкурăк та хуçаланмасть. Кунта малаш-не те çаплах пултăрччĕ.

Районти ытти учрежденисемпе предприятисен вара "Хĕвел" ача сачĕн ĕçченĕсенчен чечеке пăхса ỹстерессине вĕренсе пырасчĕ. Уйрăмах шкул ĕçченĕсен чечек лартассипе ытла-рах ĕçлесен лайăх пулмалла та... Атьăр-ха хамăрăн кил-çурта чечекпе илемлетер, тавралăха хитрелетер, кăмăл-туйăма çĕклер!

А.САН.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика