АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем

21 сентября 2016 г.

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче Пĕрлехи сасăлав кунĕ иртрĕ. Çак кун эпир РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларăмăр. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн депутачĕсен 5-6-мĕш тата Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче 10-мĕш суйлав участокĕ-сенчи депутатсене тепĕр хут суйларĕç.

Республикăри суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çакăн пек: ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн ертỹçи Алек-сандр Цветков пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Енре суйлава халăхăн 62 проценчĕ хутшăннă, ку кăтарту пĕтĕм çĕршывĕпе танлаштарсан лайăх. "Единая Россия" партишĕн çынсен 50 проценчĕ сасă панă, КПРФ-шăн - 13 процент, ЛДПР-шăн - 11 процент, "Справедливая Россия" партишĕн - 10 процент, ытти 10 партийĕн вара самаях пĕчĕк - 0,18 процентран пуçласа 2 процент таран кăна. РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулма чи нумай сасă Леонид Ильич Черкесовшăн тата Анатолий Геннадьевич Аксаковшăн панă. Л.Черкесовшăн 125 пин те 456 çын (46 процент) сасăланă, А.Аксаковшăн - 84 пин те 920 çын (29 процент). Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйланă чухне Етĕрне округĕпе (виçĕ район кĕрет: Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне) Николай Владимирович Маловшăн 15 пин те 476 çын (56 процент) сасăланă, Олег Алексеевич Николаевшăн - 7 пин те 750 çын (28 процент), Ольга Николаевна Угабаевашăн - 2 пин те 316 çын (8 процент). Партипе илес пулсан чи нумай сасă "Единая Россия" партишĕн (50 процент) панă. Ун хыççăн КПРФ (14 процент), ЛДПР (12 процент), "Справедливая Россия" (12 процент) тата ыттисем те.

Районти малтанхи кăтартусем вара çапларах: РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулма ытларах сасă Леонид Ильич Черкесовшăн (4 пин те 500 çын - 49 процент) сасă панă, Олег Алексеевич Николаевшăн - 1 пин те 372 çын (14 процент), Валентин Сергеевич Шурчановшăн - 752 çын (8 процент). "Единая Россия" партишĕн - 5 пин те 295 çын (57 процент) сасăланă, "Справедливая Россия" партишĕн - 1 пин те 267 çын (13 процент), КПРФ-шăн - 1 пин те 82 çын (11 процент), ытти партисемшĕн вара тата сахалрах сасăланă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн де-путачĕсем пулма хĕрлĕ-чутайсем ытларах Николай Владимирович Малова шанни курăмлă. Н.Маловшăн 5191 сасă (56 процент) панă, Олег Алексеевич Николаевшăн - 2 пин те 892 сасă, Ольга Николаевна Угабаевашăн - 384 сасă. "Единая Россия" партишĕн 5 пин те 284 çын (57 процент) сасăланă, "Справедливая Россия" партишĕн - 1 пин те 511 çын (16 процент), КПРФ-шăн - 12 процент, ыттисен тата пĕчĕкрех кăтартусем. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн депутачĕсем пулма тăратнă кандидатсенчен Валерий Николаевич Самылкиншăн _ 84 çын (54 процент), Николай Семенович Артемьевшăн 65 çын (41 процент) сасă панă. Çавăн пекех Надежда Григорьевна Гусельщиковашăн - 84 çын (49 процент), Геннадий Семенович Патьяновшăн 79 çын (46 процент) сасăланă. Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕ пулма вара Николай Геннадьевич Максимовшăн 56 çын (76 процент) сасăланă, Алиса Александровна Макси-мовашăн - 11 çын (15 процент). Тĕплĕнрех редакци сайтĕнче паллашма пултаратăр.

А.САН.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика