21 сентября 2016 г.
2017 çулхи январь уйăхĕнче кашни пенсионер пенсипе пĕрле тата 5 пин тенкĕ илĕ. Çак укçа бюджетăн финанспа çыхăннă майĕсем ансăрланнă чухнехи условисенче ватăсен потребитель хакĕсем ỹснипе çыхăннă тăкакĕсене саплаштарма пулăшĕ. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - 2015 çулта инфляци 12,9 процентпа танлашнă, пенсисене вара 4 процент çеç индексациленĕ. Çак процентсен уйрăмлăхне шăпах 5 пин тенкĕлĕх тỹлевпе саплаштарма йышăннă. Кăçалхи август уйăхĕнчен пуçласа декабрь уйăхĕччен шăпах 1-ер пин тенкĕ тухать. 5 пин тенкĕ илмешкĕн Пенси фондне кайма та, заявлени çырма та кирлĕ мар. Пĕр хут паракан тỹлеве Пенси фончĕ урлă пенсие тивĕçекен мĕнпур çын илĕ. Çакăн пек тỹлеве районта 5 пин те 900 ытла çын илĕ. Чăваш Енри пенсионерсене 5 пин тенкĕ тỹлеме вара 1,8 миллиард ытла тенкĕ кирлĕ.
Алина ЕЖЕЕВА, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"