АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх çине - сахалрах, эрех тата кану çине - ытларах

21 сентября 2016 г.

Тупăш пĕчĕкленсе пынине пула çемье бюджечĕпе çынсем çирĕп-рех пулма тытăннă. Юлашки вунă çулта хăйсен укçи-тенкине тĕрĕс тыткалама тăрăшакансем хушшинче тупăшпа тăкак учетне туса пыракансем пилĕк хут ỹснĕ иккен. Укçана çавăн пек тĕрĕслесе тăни уйăхри тупăшăн 30 процентне перекетлеме май парать-мĕн.

Асăрханă ĕнтĕ, ведомствăсем финанс кăтартăвĕсене илсе кăтартнă чухне (ĕç укçи, пенси, кредит тỹлесси тата ытти те) чи малтан вăтам цифрăсемпе паллаштараççĕ. Раççейре вара вăтам класс пĕрешкел мар тата тупăш кăтартнă чух географие те пăхмалла (хула-миллионниксене шута илмелле). Иртнĕ çул Мускавра тата Санкт-Петербургра пурăнакан çемьери пĕр çын пуçне тивекен тупăш 27,7 пин тенкĕпе танлашнă. 10 пин çынран сахалрах пурăнакан хулапа ялсенче çын пуçне 13,4 пин тенкĕ кăна лекнĕ. Куратăр ĕнтĕ, пысăк хулапа пĕчĕк хула хушшинче икĕ хут ытла хушă.

Юлашки икĕ çулта экономикăри кризис бизнеса та тивмесĕр хăварман. Çавăнпа вăтам класăн планки аннă. Предприятисем тăкаксене оптимизациленине пула ĕç вырăнĕсене кĕскетеççĕ, ĕçре юлнисен вара çав ĕç укçипех тухса кайнă çын вырăнне те ĕçлеме тивет. Патшалăх служащийĕсем, тухтăрсем тата учительсем нумаях çухатман, анчах та вĕсен тăкакĕсем пысăкланнă.

Кризисĕ вара экономикăра кăна мар, кашни çын пурнăçĕнчех. Çĕршывра пурăнакансенчен чылайăшĕ нихăçан та укçа саппасра тытмасть. Тĕпчевсем кăтартса панă тăрăх, халăхăн 33 проценчĕн перекетре укçа-тенкĕ çук, пур пулсан вăл эрнелĕхе кăна çитет. Çавăнпа экспертсем халăхăн финанс хăрушсăрлăхĕ пирки шухăшласа "минтер" йĕркелеме (перекетлеме) вĕренмелле теççĕ.

Чи малтанах кулленхи тăкаксене çырса пыма сĕнеççĕ. Сăмахран, ял çыннисенчен нумайăшĕ кашни кунах патшалăха сĕт миçе литр сутнине çырать, çавăн пек тăкаксене хуть хут çине, компьютер çине çырăр - ан ỹркенĕр кăна. Çапла туни тăкаксене 10-30 процент чакарма пулăшать-мĕн. Çак йĕрке миллион çын пурнăçне, финанссене кăна пырса тивмест, начарланас текенсене те. Ытлашши виçене пăрахас килет пулсан та çырса пымалла. Спортра çитĕнỹсем тăвас пулсан та кăтартусене паллă туса пыни пулăшать теççĕ.

Укçа перекетлени вара чи малтан ĕçрен тухса ỹкес пулсан кирлĕ. Юсав тăвасшăн-и, машина илесшĕн-и тата ытти чухне те. Паян вара хамăра илсен, ĕç укçине перекетлеме мар, уйăхран уйăха, тепре укçа иличчен тыткаласа пыма та вăй çитерейместпĕр. Агентство кăтартăвĕсемпе чухăн регионсенче бюджетăн пĕр çын пуçне килекен вăтам тупăшĕ 14,6 пин тенкĕпе, пуяннисенче 60,3 пин тенкĕпе танлашать. Пысăк хулари тупăшсемпе пирĕн танлашма çук. Лавккасене кĕрсен те чи кирлине кăна туянма тăрăшатпăр.

Сăмахран, Росстат иртнĕ çулхине унчченхи çулсемпе танлаштарса 50 тĕрлĕ продукци мĕнле сутăннине тишкернĕ. Чи малтанах телевизорсем, автомобильсем, компьютерсем сахал сутăнма тытăннă (29, 26, 16 процент чакнă). Кĕрпе йышши изделисене 17 процент сахал сутнă. Çав хушăрах çĕрулми тата кĕнекесем 6-шар процент ытларах сутнă, çумалли хатĕрсем - пĕр процент. Çакă çынсем чи малтанах чи кирлĕ япаласем тата йỹннине туяннине çирĕплетет. Апла пулсан, Раççей çыннисем тинĕс апатне сахалрах, çĕрулми ытларах çиме пуçланă. Телевизор пăхиччен кĕнеке ытларах вулама тытăннă.

НАФИ тĕпчев центрĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Раççей çыннисем хăйсен укçин пилĕк процентне кăна сывлăх çине тăкаклаççĕ, алкоголь туянма тата канма - ултă процент.

Пĕтĕмлетсе каласан, экономикăна эпир, ахаль çынсем, ертсе пырай-мастпăр. Анчах та эпир хамăра тытма пултаратпăр, вăл шутра укçа-тенкĕне те. Пирĕнтен кашниех тĕллевпе (çĕршывра пурăнакансен 90 проценчĕ) пурăнать, çавна май пурнăçа кĕртмелли те пайтах, укçа-тенкĕсĕр май çук. Çавăнпа "Пус тенке перекетлет" текен каларăш хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман, уйрăм бюджет практикинче вак укçа çинче перекетлессинчен лайăхрах экономи хальлĕхе никам та шутласа кăларайман-ха.

А.ДМИТРИЕВА хатĕрленĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика