АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чутай çĕрĕ тăрăх утнăшăн шăпана тав тăватăп…"

23 сентября 2016 г.

Çапла калать хăйĕн пирки паянхи кун Туктамăш ялĕнче пурăнакан, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕнче тăрăшакан Алексей Михайлович Никитин. 38 çул пурăнать вăл Чутай тăрăхĕнче. Хастар та пултаруллăскер, ырă кăмăллă та çыншăн ăшă сăмах шеллеменскер çак хушăра хĕрлĕчутайсем хушшинче "районти спорта тытса пыракан" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Паян Алексей Никитинăн черетлĕ юбилей. Хуть те кам та юбилей çитсен пĕр чарăнми васкакан вăхăта самантлăха та пулин чарса хыçа юлнă çулсем çине çаврăнса пăхма тăрăшать пулĕ. Алексей Михайлович та ачалăхне, тăван тăрăхне, спорта халалланă кун-çулне аса илчĕ...

Математикăна физкультурăпа улăштарнă

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мани ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă Алексей Никитин. Унăн тата тăватă аппăшĕ пур.

Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен шкулта вĕреннĕ чухнех Алексей спортпа туслашнă. "Ялти ачасемпе хамăрах спорт площадкисем тăваттăмăр, хамăр хушăра тĕрлĕ ăмăртусем ирттереттĕмĕр", - аса илет ачалăхне Алексей Михайлович. Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе, волейболла выляссипе, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе кăтартăвĕсем аван пулнăранах шкулти учительсем ăна физкультура учителĕн профессине суйласа илме сĕннĕ.

Анчах та Алексей ытти предметсемпе те аван ĕлкĕрсе пынă, математикăпа тăтăшах хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Çавăнпах пулĕ вăтам шкул пĕтерсен амăшĕ ăна Шупашкара физикăпа математика факультетне вĕренме кĕме кăларса янă. Пĕччен мар-ха, аппăшĕпе кайнă педагогика институтне 17 çулхи Алексей. Унта вара спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă чух паллашнă ачасене тĕл пулнă. Вĕсем ăна хăйсем пекех физкультура факультетне суйласа илме сĕннĕ. "Сана анне "физмата" вĕренме кĕме ячĕ", - текен аппăшĕпе пĕр хушă тавлашнă хыççăн Алексей физкультура факультетнех суйласа илнĕ. Аппăшĕ, шăллĕ çине тăнине кура, "хуть те мĕн ту" тесе аллине сулнă кăна: "Киле çитсен аннене кун пирки ху каласа кăтартатăн", - тенĕ.

"Пире спорт пĕрлештерчĕ"

Педагогика институтĕнче вĕреннĕ чух Алексей Никитин пирĕн район хĕрĕпе Раиса Карковапа паллашать. "Эпир стадионта тĕл пултăмăр, пире спорт пĕрлештерчĕ", - тет Алексей Михайлович ăшшăн. Аслăрах курссенче вĕреннĕ чух, 1977 çулта, спорта кăмăллакан икĕ çамрăк студентсен туйне тунă. 1978 çулта вара алла физкультура учителĕн дипломне илнĕ Алексей Никитина мăшăрĕн тăван районне ĕçлеме килме направлени панă. Çапла майпа вăл Атнарти вăтам шкулта ачасене физкультура вĕрентме пуçланă.

Часах çемьере йыш хушăннă - Никитинсен Ольăпа Таня хĕрĕсем çуралнă. "Ачасене садика кĕртсе хăвараттăм та çуранах ĕçе васкаттăм", - каласа парать Алексей Михайлович. Çăмăл атлетикăпа туслăскершĕн Чутайран Атнара чупса çитесси пĕрре те йывăр пулман. Ытти чух та чупма кăмăлланă вăл, калăпăр, кашни çулах комсомол çуралнă кун çул хĕррипе Хĕрлĕ Чутай районĕн Çĕмĕрле чиккинчен пуçласа Етĕрне районĕнчи чикки таран чупнă. Хĕлле йĕлтĕрпе те нумай çỹренĕ.

Алексей Михайловичăн мăшăрне Раиса Николаевнăна та районта пурте пĕлеççĕ. Вăл та пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă - Атнарта тата Хĕрлĕ Чутайра физкультура учителĕнче ĕçленĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Никитинсен çемйи хăй вăхăтĕнче икĕ хĕрĕпе тата Миша ывăлĕпе пĕрле республикăра иртекен спорт мероприятийĕсене тăтăшах хутшăннă. "Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи" ăмăртусенче те малти вырăнсене тухма пултарнă.

"Эпĕ мăшăрăма пĕрле ĕçленĕшĕн, ачасене пăхса ỹстернĕшĕн, кил-çурт лартнăшăн, тăвансемпе килĕштерсе пурă-нăшăн тав тăватăп", - тет Алексей Михайлович. Тата - пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсене чăтнăшăн, ăнланнăшăн. Мăшăрĕн чунĕнче мĕн пулса иртнине ăнланман пулсан Раиса Николаевна икĕ ача пуррине пăхмасăр Алексей Михайловича салтака кайма ирĕк паман пулĕччĕ. Çапла-çапла, икĕ ача ашшĕ, Атнар шкулĕн учителĕ чăн-чăн арçыннăн салтак пăттине тутанмаллах тесе хăй ирĕкĕпе çара кайнă, икĕ çул хушши Свердловскра службăра тăнă.

Паянхи кун вара виçĕ ачине вĕрентсе ура çине тăратнă Никитинсем 2-мĕш класа каякан Валя мăнукĕпе савăнаççĕ.

Спорта халалланă пурнăç

Алексей Никитинăн пурнăçĕ тĕппипех спортпа çыхăннă. Хăй вăхăтĕнче вăл Атнарти тата Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта физкультура учителĕнче тăрăшнă, унтан спорт енĕпех тĕрлĕ çĕрте, çав шутра райадминистрацинче те, вăй хунă. 2006-2012 çулсенче районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне ертсе пынă. Çав хушăра мĕн чухлĕ спорт ăмăртăвне йĕркелесе ирттермен-ши вăл? Çитĕнекен ăрăва спортпа туслашма пулăшас тесе тата мĕн чухлĕ вăй хунă, чуна парса тăрăшнă.

"Пĕччен физкультурăпа спорта никам та тытса пыраймасть - ку питĕ пысăк яваплăх, - тет Алексей Михайлович. - Çавăнпа та пĕрле ĕçлекенсене чĕререн тав тăватăп. Халĕ сывă пурнăç йĕркине районта та, республикăра та пысăк тимлĕх уйăраççĕ, тĕрлĕ спартакиадăсем, ăмăртусем тăтăшах ирттереççĕ. Вĕсене районти спортсменсене ытларах хутшăнтарасси, явăçтарасси хамăн тивĕç тесе шутлатăп. Районта пулакан спорт мероприятийĕсене те лайăх, интереслĕ ирттерес килет".

Районта "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлнăшăн та питĕ хĕпĕртет Алексей Михайлович. Унăн ачалăхĕпе танлаштарсан, халĕ çамрăксен спорт площадкисем тăвасси пирки пуçа ватмалла мар, пĕтĕмпех хатĕр, ан ỹркен кăна: хăть бассейнра иш, хăть ятарлă тренажерсем çинче вăй-хала çирĕплет, хăть теннисла выля...

Физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн 2007 çулта Алексей Михайлович Никитина "Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Алла купăс тытсассăн

Спортшăн чунне пама хатĕр çын пулнипе пĕрлех Алексей Никитиншăн юрă-кĕвĕ тĕнчи те çывăх. Шкулта вĕреннĕ чух вăл аслисене кура купăс калама вĕреннĕ. Тем вăхăтран ăна йыснăшĕ çуралнă кун ячĕпе купăс илсе панă. Çапла вара Алексей Михайлович тĕрлĕ кĕвĕ калас ăсталăхне туптасах пынă. Халĕ вăл час-часах куракансем умне сăввине те, кĕввине те хăй çырнă юрăсемпе тухать.

- Сăвă-юрă халăха юратнипе çуралать, - палăртать Алексей Михайлович. - Пĕр-пĕр кĕвĕ пуçа кĕрсен кăларса пăрахаймастăп, ăна татах та татах кĕвĕлетĕп, сăмахĕсем те хăйсемех тупăнаççĕ - пурнăç, юрату, атте-анне çинчен. Тепĕр чух черетре те юрлатăп. Хам юрланă çĕнĕ кĕвве телефон çине çырса илетĕп те, районти паллă музыкантсене итлеттеретĕп - тен, манăн юрă кĕвви камăн та пулин евĕр? Ку кĕвĕ хăвăнах тесен хĕпĕртетĕп вара...

Çунат саракан ĕмĕтсем

Ĕмĕтсĕр çын çунатсăр кайăк пекех пулĕ вăл. Алексей Михайловичăн та çунатлă ĕмĕтсем пур. Чи малтанах вăл районта физкультурăпа спорт мĕнле аталанни, паллă спортсменсем çинчен кĕнеке кăларасшăн. "Чутайсен мухтанмалли, тĕслĕх илмелли спортсменсем чылай, вĕсем çинчен çитĕнекен ăрăва каласа хăвармаллах", - палăртать вăл шухăшне.

Унсăр пуçне вăл хăйĕн сăввисемпе юррисен брошюрине те тăвасшăн. Паллакансем, унăн пултарулăхне пĕлекенсем те çапла тума сĕнеççĕ ăна. Çак ĕмĕтсене пурнăçламаллах тесе шутлать Алексей Михайлович. Вăхăт çитейменни хальлĕхе çак ĕçсене кăшт чарса тăрать-ха, анчах та вĕсем пурнăçа кĕрессе шанать вăл.

Тепĕр сăваплă ĕмĕт те пур Алексей Никитинăн: "Кин кĕртмелле-ха тата пирĕн", - тет вăл.

Ырă ĕçсем туса, савăнса пурăнмалла

Чутайсем хăйĕншĕн юратнă та çывăх çынсем пулса тăнине пытармасть Алексей Никитин. Районти хуть те хăш ялта та хăйне вăл кĕтнĕ çын пекех туять. Чăнах та, Чутай тăрăхĕнче Алексей Михайловича палламан-пĕлмен çын çук та пулĕ. Пĕр-пĕр спорт ăмăртăвĕ-и, концерт-и, ял уявĕ-и - яланах çын хушшинче вăл.

Çуралса ỹснĕ Канаш районне те манмасть Алексей Михайлович, тăтăшах кайса çỹрет, унăн пурнăçĕпе кăсăкланать, унта пулса иртекен мероприятисене йĕркелет - çакăншăн тивĕçнĕ хисеп хучĕсем те чылай унăн. Тăванĕсен паллă кунĕсене, туйĕсене кайса çỹрени, вĕсемпе курса калаçни вăй хушать ăна.

Тепĕр чух вара канашсем "чăрсăр та харсăр" чутайсем хушшинче мĕнле пурăннине ыйтсан вăл çапла калать: "Хĕрлĕчутайсем - питĕ лайăх çынсем. Чутайсемпе пĕр чĕлхе тупсан вĕсем хуть те хăçан та пулăшма хатĕр". - Чутай çĕрĕ тăрăх 38 çул хушши утнăшăн та, çак çула пурăнса çитнĕшĕн те шăпана тав тăватăп, - чунне уçать Алексей Михайлович. - Шел те, пĕрле вĕреннисенчен нумайăшĕ пурнăçран уйрăлса кайрĕç ĕнтĕ. Малалла пурăнса татах та ырă ĕçсем тăвас килет, çынсене хамăн юрăсемпе савăнтарса ырă сунас килет. Мĕншĕн пурăнас мар? Çемье, тăвансем пур, сывлăх енчен аптăрамастăп - атте-анне вăй-хал панă - савăнса кăна пурăнмалла...

Эпир, редакци ĕçченĕсем, хаçат тусне Алексей Михайлович Никитина юбилей ячĕпе чĕререн саламлатпăр. Сирĕн пултарулăхпа хастарлăх ан иксĕлччĕр, малашне те хаçатпа спорта юнашар утма пулăшса пыма сывлăхăр çирĕп пултăр, телей-ăнăçу юнашарах çỹретĕр. Ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр.

Алина КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика