АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех ырри патне çитермест

28 сентября 2016 г.

Майăн 13-мĕшĕнче, 22 сехет тĕлнелле, Яманкассинче пурăнакан пĕр арçын, хаяррине тутаннăскер, Чурпай ялĕ хыçĕпе анкартисем урлă килнелле утнă. Шыв ĕçес килнипе пĕр анкартинчи мунча çывăхĕнчи çăл патне пынă. Шыв ăсма тăнăскер насос асăрханă, ăна сутса хаяррине туянма шут тытнă. Савăннипе шывне ĕçме те маннă пуль хайхискер. Ăна кăларса шлангĕпе проводне хăйĕн çĕççипе касса илнĕ. Çакăнпах çырлахман ỹсĕрскер. Мунча алăкĕ çине çакса янă çăра та уçă пулнă. Унта выртакан болгаркăпа 40 литр кĕрекен дюралюмини флягăна тата радиоприемника пĕрле йăтса тухса кайнă. Хăйĕн айăпне туллин йышăнчĕ арçын. Анчах та кил хуçине пĕтĕмĕшле 7900 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕшĕн унăн РФ УК-ан 158 статйин 2-мĕш пайĕн "б,в" пункчĕсемпе явап тытма тивет.

Преступлени тунă арçын пĕлтернĕ тăрăх, вăл вăрланă япаласене сутса эрех туянма шут тытнă. Анчах ют пурлăх йывăртарах пулнă-мĕн. Хăйĕн вăй-халне шута илмен-ши, ывăннăскер 20-30 метр кăна утнă, çырма патне çитсенех шыв насусĕпе флягине йывăç айне пытарса хăварнă. Унтан Яманкасси еннелле уттарнă. Болгаркăпа приемникне ăçта хăварнине астумасть имĕш - çакна ытлашши ỹсĕр пулнипе сăлтавлать. Ун сăмахĕпе тепĕр темиçе кунран вăл "пытарнă" пурлăхне килне илсе кайма шутлать, анчах пĕрине те тупаймасть, пуш алăпах таврăнать. Уголовлă ĕçе суд пăхса тухĕ.

А.МИТРОФАНОВ, районти полици уйрăмĕн следователĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика