АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виççĕн вилнĕ, çиччĕн суранланнă

28 сентября 2016 г.

Сентябрĕн 25-мĕшĕнче, вырсарникун, "Сура" автоçул çинче, Калкасси ялĕнчен инçе мар, пысăк авари пулчĕ.

Каçхи çичĕ сехет иртсен Шупашкар енчен килекен "Ниссан Тиана" автомобиль умра пыракан мотоблок çине пырса кĕнĕ. Çакăн хыççăн иномарка çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухса кайнă, Хĕрлĕ Чутай енчен килекен "Мазда" машинăпа çапăннă. Аварире "Маздăн" 21 çулти водителĕ тата унăн 20, 29 çулсенчи икĕ пассажирĕ вилнĕ - васкавлă медпулăшу машини çитичченех сывлама пăрахнă. Çак иномаркăн тепĕр пассажирĕ, "Ниссан" водителĕпе икĕ пассажирĕ, çавăн пекех мотоблок водителĕпе икĕ пассажирĕ аманнă, вĕсене больницăна ăсатма тивнĕ.

Мотоблоксемпе çыхăннă аварисем нумаййи чăннипех пăшăрхантарать. Кăçал кăна Чăваш Енре çакнашкал 9 инкек пулнă, вĕсенче 5 çын вилнĕ, 12-ĕн суранланнă. Ахальтен мар ĕнтĕ районти инкек пирки сентябрĕн 26-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ планеркăра та калаçу пулнă. Асăннă мотоблокăн габарит çутисем те, урăх машина фарисен çути ỹкнĕ май хирĕç çутатакан элементсем те пулман - "Ниссан" водителĕ ăна тем тесен те вăхăтра асăрхаса ĕлкĕреймен. Çавна май Михаил Игнатьев республикăри Хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен техника юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцине мотоблоксем тĕлĕшпе тĕрĕслевсем ирттерме сĕннĕ. Вĕсем çине малтан та, хыçалтан та фара çути ỹкекен хирĕç çутатакан хатĕрсем çирĕплетни кăштах та пулин пулăшмаллах.

Пурте пĕлетпĕр, районта халĕ мотоблоксем питĕ нумай. Саккунпа килĕшỹллĕн, мотоблоксене патшалăх регистра-цилемеç. Çак техника килти хушма хуçалăхра пысăк пулăшу кỹрет. Анчах та мотоблокпа пассажирсене илсе çỹреме юрамасть! Шалти ĕçсен министерстви çакна та асăр-хаттарать: мотоблокпа пурте усă куракан автоçулсем çине те тухма юрамасть! Тĕттĕм вăхăтра çакă пушшех хăрушă. Вырсарникунхи пысăк инкек çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

Сăмах май, "Ниссан" водителĕ, 32 çулхискер, Мускавра пурăннă. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн кăçал ăна 12(!) хутчен административлă явап тыттарнă, ытларах - пысăк хăвăртлăхпа çỹренĕшĕн.

Мотоблок водителĕ вара - больницăра, вăл халĕ те тăна кĕмен...

А.СЕМЕНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика