АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ырлăхĕшĕн ĕçлемелле

05 октября 2016 г.

Иртнĕ эрнере республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн XXIV конференцийĕн иккĕмĕш тапхăрне хутшăннă. Вăл каланă тăрăх Чăваш Ен историйĕнче регионтан РФ Патшалăх Думине пилĕк депутат суйланни хальччен пулман. Партин регион уйрăмĕн секретарĕн Николай Маловăн докладĕнчен çакă паллă: "Единая Россия" представителĕсем Патшалăх Думин депутачĕсен 343 мандатне çĕнсе илнĕ. Конференцинче асăннă парти членĕсем РФ Федераци Канашĕн членĕн тата Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕн кандидатурине те пăхса тухнă. Çавăн пекех партин регион уйрăмĕн политканашĕн йышне çĕнетнĕ.

Регион уйрăмĕн политканашĕн йышĕнче пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Викторович Башкиров та пур.

Сентябрĕн 29-мĕшĕнче ЧР улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ иртнĕ. Пĕрлехи сасăлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн ертỹçи Александр Цветков паллаштарнă. Сасăлава республикăри суйлавçăсен 60 проценчĕ хутшăннă. Депутатсен çурри - 22-шĕ - пĕр мандатлă округсемпе, тепĕр 22-шĕ партисен списокĕсемпе суйланнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев суйлав кампанийĕ уçă та конкурентлă иртнине палăртнă, депутатсене халăх ырлăхĕшĕн ĕçлеме чĕнсе каланă. Сессире ЧР улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн председательне Валерий Филимонова суйланă. Унăн çумĕсем - Николай Малов тата Альбина Егорова. Парламентра тăватă комитет: Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент тата депутат этики (председателĕ - Николай Малов), Экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи (Сергей Павлов), Бюджет, финанс тата налуксем (Альбина Егорова), Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе (Вячеслав Рафинов) ĕçлекенсем. РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн полномочийĕсене Вадим Николаева шанса панă. Парламент Аппарачĕн ертỹçине Надежда Прокопьевана çирĕплетнĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика