05 октября 2016 г.
Шкулсенчи апат пахалăхĕ тата унăн хакĕ ашшĕ-амăшне яланах калаçтарнă, калаçтарать те. Аслисен чун тĕпренчĕкĕсене лайăхрах çитерес килнипе çыхăннă пулĕ ку. Тата апат укçине ашшĕ-амăшĕ хăй кĕсйинчен тỹлет вĕт, апла-тăк унăн пахалăхĕпе те кăсăкланма пултарать.
Çавăнпа та эпĕ районти шкулсене çитсе унти столовăйсенче ачасем мĕнле апатланнипе интереслентĕм. Пур шкулта та вĕри апат çитереççĕ-и? Кунне пĕрре çиме мĕн хак? Шкул столовăйĕсем вырăнта çитĕнтернĕ апат-çимĕçпе усă кураççĕ-и? Ачасем шкулта мĕнле çитернипе кăмăллă-и? Ашшĕ-амăшĕ кун пирки мĕн шухăшлать? Çак ыйтусен хуравĕсене тупма тăрăшрăм эпĕ. Çак тĕллевпе райадминистрацин вĕренỹ пайĕн специалисчĕпе Татьяна Уляндыпе (вăл шкулсенче ачасене апат çитерессине асăрхаса тăрать) пĕрле районти виçĕ шкул столовăйĕнче пултăмăр.
Чи малтанах эпир Атнарти вăтам шкула çитрĕмĕр. Кунта 135 ача вĕренет, вĕсем пурте шкул столовăйĕнче 2-мĕш тата 3-мĕш уроксем хыççăн апатланаççĕ.
Шкул столовăйĕ виççĕмĕш çул райпо çинче тăрать. Ачасене тутлă апат çитерессишĕн Роза Орлова повар тăрăшать, Ольга Михайлова ăна пулăшать.
Столовăйри сĕтел-пукан та, кухньăри оборудовани те çĕнĕ. Меню 10 кунлăх тăваççĕ, чустаран хатĕрленĕ апата вара Чутайран илсе килеççĕ.
Эпир пынă кун меню çапларахчĕ: ирхи апат - коржик тата чей - пурĕ 12 тенкĕ те 30 пуслăх; кăнтăрлахи апат - хĕрлĕ кăшман салачĕ, сĕтпе пĕçернĕ рис пăтти, чăх ашĕ, чей, çăкăр - пурĕ 32 тенкĕ те 60 пуслăх. Шкул ачисем апата юратсах çини сисĕнчĕ. "Тутлă-и паян çитерекен апат?" - ыйтрăм эпĕ ачасенчен. "Тутлă, пире килĕшет", - пулчĕ хурав.
Кайрантарах Атнар шкулĕнче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕпе те калаçрăм. "Пирĕн шкулта ачасене питĕ лайăх çитереççĕ, пĕр уйăхра 500 тенкĕрен кăшт ытларах тỹлетпĕр, - терĕ пуçламăш класа каякан пĕр хĕрачан амăшĕ. - Пирĕн ача чĕрĕ пахча çимĕç салачĕсене темшĕн çиесшĕнех мар, килте те çимест. Анчах та çакă вĕсене шкулта япăх хатĕрленине пĕлтермест паллах".
Хусанушкăнь шкулĕн столовăйĕ хальхи йышши оборудованипе те, сĕтел-пуканпа та мухтанаймасть. Анчах та çакă ачасем валли пахалăхлă апат пĕçерме чăрмантармасть. Кунта 57 ача вĕренет, вĕсем пурте ирхи апат та, кăнтăрлахи те çиеççĕ.
Ачасене валли апат пĕçернĕ чух хăйсем лартса ỹстернĕ пахча çимĕçпе, улма-çырлапа усă кураççĕ. Çакă апат хакне йỹнĕрех тума пулăшать.
Эпир пынă кун ачасем апатланса пĕтернĕччĕ ĕнтĕ, çапах та эпĕ менюпа паллашрăм: ирхи апатра - запеканка, шурă çăкăр тата чей - 22 тенкĕ те 35 пуслăх; кăнтăрлахи апатра - хуратул пăтти, пĕвер гуляшĕ, иçĕм компочĕ, хура çăкăр - 19 тенкĕ те 56 пуслăх.
Шкул столовăйĕнче Галина Праулова повар пĕчченех тăрăшать, унăн ĕç стажĕ - 25 çул, çав шутран 10 çулне Хусанушкăнь шкулĕнче ĕçлет.
Галина Львовна апатне те хăех пĕçерет, чашăк-тирĕкне те хăех çăвать. Юрать-ха, столовăйне вĕри тата сивĕ шыв кĕрет-тухать - çăлтан алăпа тултас çук.
"Пирĕн повар апата питĕ тутлă пĕçерет, - терĕ шкул директорĕ Лариса Бармина. - Ачасем кăмăлласах çиеççĕ". Ку, чăнах та, çапла - шкулти кăнтăрлахи апата хам та тутанса куртăм, питĕ тутлă пĕçернĕччĕ.
Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта та ачасене апат çитерессине хăй çине райпо илнĕ. Чуста апатне вара шкулти поварсем хăйсемех пĕçереççĕ. Сăмах май, Розалия Леонидовна Ульянова аслă повар асăннă шкулта 27 çул ĕçлет. Любовь Ивановна Патьянова аслă повар кунта тăваттăмĕш çул тăрăшать. Вĕсене кухньăра çичĕ çул ĕнтĕ Светлана Александровна Стекольщикова пулăшать. Апат хатĕрлеме те, чашăк-тирĕке çума та хальхи йышши оборудовани пур кунта.
Районти чи пысăк шкулта пурĕ 650 яхăн ача вĕренет, вĕсенчен 500 яхăн ача шкул столовăйĕнче апат çиет. Пуçламăш классенче вĕренекенсем 100 проценчĕпех шкул столовăйĕнче апатланаççĕ, аслă классенче вĕренекенсем - 80 процента яхăн.
Кунти столовăйра кашни тăхтаврах ачасем апат çиеççĕ. Эпĕ пĕрремĕш урок хыççăн апат çинĕ тĕле çитрĕм. Аслă классенчи дежурнăйсем кĕçĕннисем валли сĕтел хатĕрлетчĕç. Шăнкăрав янăрасан ачасем сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç. Пĕрисем лартса панă апата пĕтĕмпех çисе ячĕç, теприсем вара е купăста салатне çимерĕç, е хурса панă пулла астивмерĕç.
Менюра вăл кун ирхи апатра сĕтпе пĕçернĕ кĕрпе яшки, сыр бутерброчĕ тата кофе напитокĕччĕ - 30 тенкĕ те 49 пуслăх. Пуçламăш классем вара купăста салачĕ, макарон, пĕçернĕ пулă, çăкăр çирĕç тата чей ĕçрĕç - пурĕ 30 тенкĕ те 14 пуслăх.
Кăмăл тăвакансем валли çавăн пекех менюра пахча çимĕç яшки те (12 тенкĕ те 20 пус), хăйма та (23 тенкĕ), улма-çырла сĕткенĕ те (17 тенкĕ) пурччĕ. Унсăр пуçне ачасем ватрушкăсене (повидлопа - 5 тенкĕ, тăпăрчăпа - 9 тенкĕ те 50 пус) юратсах туянни сисĕнчĕ.
Ку шкулта сĕнекен апат мĕнлерех пулнă пирки çапла калама пулать: кашни çын панă апата хăйне май йышăнать. Пĕрисемшĕн çав купăста салачех тутлă, теприсем вара ăна тиркеççĕ. Сăмахран, иккĕмĕш класра вĕренекен пĕр хĕрача лартса панă апата çименнине асăрхарăм. "Мĕншĕн çиместĕн?" - тетĕп. "Тутлă мар", - тет тутине пăрса. "Çисе пăхрăн-и вара?" - ыйтатăп татах. "Çук", - тет. "Апла-тăк тутлă маррине ăçтан пĕлетĕн?" - тĕлĕнетĕп эпĕ. Чăнах та, умĕнчи апата тутанса та пăхман вăл, кашăкне те алла тытман - анчах та "апат тутлă мар" тет. Ашшĕ-амăшĕ çак хĕрачана апатланма укçине тỹлесе тăратех ĕнтĕ. Вăл вара çимест те, унтан та ытла, ыттисем умĕнче юриех турилккене айккинелле тĕксе йĕрĕннĕ пек туса ларать...
Мĕнех калăн ĕнтĕ кунта? Эпир, аслисем, ытларах ачасем каланă тăрăх пĕтĕмлетỹ тăватпăр-çке. Чăнах та, Чутай шкулĕн столовăйĕнчи апат ыттисенчипе танлаштарсан типĕрех курăнчĕ. Тата - сивĕрех. Пĕр енчен, ăнланма та пулать-ха - 500 ача валли тата 50 ытла ача валли апат пĕçересси пĕрех мар, çапах та чылай ашшĕ-амăшĕ "шкулти апат сивĕ тесе калаççĕ ачасем" тенине шута илмеллех пулĕ кунти ĕçченсен.
Эпĕ пĕлессе, ашшĕ-амăшĕ ачасене шкулта мĕн çитернине тĕрĕсленĕ çĕре хутшăнас кăмăллă: çисе пăхмасăр ỹпке-лешни тĕрĕсех мар. Татьяна Улянды кун пирки çапла калать: "Ашшĕ-амăшне апатлану пахалăхĕпе кăсăкланма нихăçан та чарман. Унтан та ытла, эпир шкул директорĕсене çакăн евĕр тĕрĕслевсем йĕркелеме хушатпăр. Çапла туни ачасене апатлантарас ĕçе уçăмлатма пулăшать".
Шкулсене çитсе тĕрĕслев органĕсем евĕр çирĕп сăнав ирттерме тĕллев лартман эпĕ. Кун пирки тăтăшах калаçнине илтме тỹр килнĕрен тата хам та амăшĕ пулнă май районти шкулсенчи апатлану тытăмĕсене çитсе курас терĕм. Шкулсенче ку енĕпе кăлтăксем çук тесе калаймастăп паллах. Анчах та пĕтĕмĕшле илсен районта ачасене тутлă та пахалăхлă апат çитерессине йĕркеленĕ теме пулать. Тĕрĕс тата вăхăтра апатланни ачасен сывлăхне çирĕплетет, тăрăшса вĕренме пулăшать.
ЧР Вĕренỹ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăри шкулсенче ачасене вĕри апатпа тивĕçтересси 97,6 процент таран пулса пырать. Шкулта апатшăн тỹлемелли хаксем апат-çимĕç нормативĕсене, вĕсен энергетика хаклăхĕсене шута илсе, республикăри инфляци кăтартăвĕсене кура йĕркеленеççĕ. 2014-2015 çулсенче вĕсем пĕр шайра тытăнса тăнă хыççăн кăçалхи январь уйăхĕнче садиксемпе шкулсенче апатлану хакĕсем ỹсрĕç.
Республикăри районсенчи хаксене тишкерсен, вĕсем тĕрлĕрен пулни сисĕнет. Вĕренỹ министерстви çакă хăш-пĕр шкул ачасене апатлантарма хăйсен территорийĕнче çитĕнтернĕ апат-çимĕçпе тухăçлă усă курнипе çыхăннине пĕлтерет.
Малтанласа палăртса хунă тăрăх, хальхи вĕренỹ çулĕнче апатлану тĕлĕшпе йĕркелекен тỹлев улшăнмалла мар.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"