07 октября 2016 г.
Паянхи обществăра нумай улшăнусем пулса иртеççĕ. Çавăнпа хальхи вĕренекенĕн çав улшăнусемпе тан утса пымалла. Яланхи педагог вырăнне халĕ ачасем умне урăх педагог - тĕпчевçĕ, воспитатель, проектсен ертỹçи, инновациллĕ шухăшлавлă вĕрентекен, чăн-чăн профессионал тухса тăрать.
Инновациллĕ ĕç-хĕле хутшăнни педагогсене профессионализма ỹстерме, çĕнĕ пĕлỹ илме, пултарулăх вăй-хăватне аталантарма май парать. Çак тĕлĕшре методика ĕçне çĕнетсе аталантарса пыни тивĕçлĕ çул-йĕрсенчен пĕри шутланать. Вĕрентекенсем умĕнчи тĕллевсемпе задачăсем вара пысăк.
Районти учительсем тăтăшах хăй-сен квалификацине ỹстерсе тăраççĕ, семинарсене, конференцисене, професси конкурсĕсене активлă хутшăнаççĕ. Кăçал математикăпа физика учителĕсен фестивалĕнче 9 вĕрентекен хăйĕн опычĕпе паллаштарчĕ. Вĕсенчен пилĕккĕшĕ математика вĕрентекенĕсем: С.В.Индейкина (Атнар шкулĕ), С.А.Иванейкина (Хусанушкăнь), Н.В.Тимакова (Хĕрлĕ Чутай), Р.И.Алжейкина (Çĕн Атикасси), А.Ф.Михеев (Мăн Этмен) тата тăватă физика учителĕ - Э.Г.Бродюкова (Хĕрлĕ Чутай), В.В.Храмов (Мишеркасси), Л.В.Кузьмина (Атнар), В.В.Прокопьев (Шулю).
Н.В.Тимакова тата Р.И.Алжейкина "Хальхи шкулти математика тата информатика урокĕсем" республикăри математикăпа информатика учителĕсен фестивалĕнче темиçе хут та призерсем пулчĕç. Педагогсем ытти районсенчи учительсен опычĕпе паллашса ылмашăнасси те йăлана кĕнĕ. 2015 çулта районти математика учителĕсем Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш шкулĕнче, кăçал вара Муркаш шкулĕнче пулчĕç. Педагогсем ăслă-тăнлă ачасене тупса палăртас, вĕсене аталанма пулăшас тĕллевпе те ĕçлеççĕ. Вĕсене наукăпа практика конференцийĕсене, олимпиадăсене тата тĕрлĕ конкурссене хутшăнма хатĕрлеççĕ.
Районти методика пĕрлешĕвĕн ĕçĕ педагогсем пĕр-пĕрне хăйсен опычĕпе пулăшса пыни çинче тытăнса тăрать. Эпир яланах пĕр-пĕринпе хамăр предметпа çыхăннă çĕнĕ, интереслĕ информацие пĕрле сỹтсе яватпăр, час-часах тематика презентацийĕсемпе, методика литературипе ылмашăнса ĕçлетпĕр, шкул учебникĕнче çук ППЭ-ри йывăр ĕçсене шутлассипе практикумсем ирттеретпĕр. Çапла иккĕленмесĕрех математика учителĕсен методика пĕрлешĕвĕ тĕллевлĕ ĕçлесе пырать теме пулать.
Р.АЛЖЕЙКИНА, районти математика учителĕсен методпĕрлешĕвĕн ертỹçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"