АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ват çынна савăнтарма нумай та кирлĕ мар

07 октября 2016 г.

Березовка ялĕнче çывăх çыннисен тата тăванĕсен хỹтлĕхĕсĕр юлнă аслă ăру çыннисен пурăнмалли уйрăмĕ тахçанах ĕçлет ĕнтĕ. Унăн ячĕ темиçе те ылмашăнчĕ. Ăна эпир Ваттисен çурчĕ теме хăнăхнă. Кунта хальхи вăхăтра пурĕ 24 ватă - 14 кинемейпе 10 мучи - канлĕх, чун ăшши тупнă. Ватăсем валли килти пек пурăнмалли условисем туса парассишĕн куллен тăрăшаççĕ кунти ĕçченсем. Зоя Степановна Ярлова заведующи, Роза Федорова, Роза Ярасова, Нина Трофимова, Лариса Абакумова социаллă ĕçченсем кинемейсемпе мучисен кулленхи ыйтăвĕсене татса пама, вĕсене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Земфира Шевченко тата Валентина Строгонова поварсем вара ватăсене килти пекех тутлă апатпа сăйлаççĕ.

Тунсăхлама памаççĕ ватăсене. Тăтăшах тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ вĕсем валли, хăнасем те кунта сахал мар пулаççĕ. Ватăсем пур хăнана та тарават кĕтсе илеççĕ. Акă çак кунсенче ватăсем патĕнче хăнара "Хĕвел" ача сачĕн тĕрлĕ ушкăнĕсене çỹрекен ачасем пулчĕç. Зинаида Витальевна Федорова тата Ирина Петровна Михопаркина воспитательсем ертсе пынипе ачасем юрă юрласа, тутар тата поварсен ташшине ташласа, сценка лартса парса кинемейсемпе мучисене савăнтарчĕç. Зинаида Федорова та хăйĕн уçă сассипе тăвансем пирки юрă шăрантарчĕ. Чунтан парнеленĕ пĕчĕк концертпа кăмăллă юлчĕç ватăсем, хăшĕ-пĕри савăнăç куççульне те пытармарĕ. Нумай кирлĕ-и ватă çынна савăнтарма? Пĕчĕк тимлĕх те уншăн тем пекех паха. Хастар та пултаруллă ачасене кунти социаллă ĕçченсем ватă çынсене савăнтарнăшăн тав туса пылак парне пачĕç. Социаллă ыйтусене тивĕçтерекен районти центр директорĕ Надежда Храмова та "Хĕвел" ача сачĕн ĕçченĕсемпе маттур ачисене Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Н.МИДАКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика