12 октября 2016 г.
Октябрĕн 8-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче "Салют Победы!" ятпа республикăри кадет класĕсемпе çарпа патриотизм клубĕсен смотр-конкурсĕ иртнĕ. Конкурса ЧР Вĕренỹ министерстви тата Чăваш Ен офицерĕсен "Сыны Отечества" пĕрлешĕвĕ йĕркелесе ирттернĕ. Кăçалхипе иккĕмĕш хут иртнĕ конкурса пурĕ республикăри 25 команда хутшăннă. Çамрăк патриотсем стройпа утас ăсталăхне кăтартса панă, Калашников автоматне сỹтсе пухнă, вăй-хал çирĕплĕхне кăтартнă, бал ташши ташланă, çĕршыв историйĕпе теори ыйтăвĕсем çине хуравланă. Тĕрĕслев кĕçĕн, вăтам тата аслă ушкăнсенче иртнĕ.
Смотр-конкурса хутшăннă Хĕрлĕ Чутай шкулĕн "Авангард" кадет класĕ пĕлтĕрхи пекех аслисен ушкăнĕнче палăрнă, пĕрремĕш вырăна тухса Хисеп грамотипе Диплома, кубока тивĕçнĕ. Çавăн пекех пирĕн кадетсен уйрăм çитĕнỹсем те пулнă. Кристина Васьковапа Юрий Яндайкин бал ташшине ташлакансем хушшинче "Чи лайăх мăшăр" номинацие тивĕçнĕ. Роман Карпов автомата пуринчен те хăвăрт сỹтсе пухса пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Кадетсен ертỹçи Эдуард Романов çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани панăшăн тата ентешсен паттăрлăхне çамрăксем хушшинче сарнăшăн Раççей Геройĕсен Ассоциацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Республика шайĕнчи смотр-конкурсра çĕнтернĕ команда çитес çул Мускав хулинче иртекен ăмăртăва хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ.
А.ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"