12 октября 2016 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуç-ланчĕ. Çавна май РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управле-нийĕ çар тивĕçĕнчен пăрăнакансем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çавăн пек 9 ĕç уçнă (иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 7). 2015 çулта республикăра çар тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнса юлнă пирки 11 уголовлă ĕç пуçарнă. Кăçал çартан пăрăнакан çамрăксем - Шупашкар, Канаш хулисенчен, Йĕпреç, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Тăвай районĕсенчен. Вĕсенчен ытларахăшĕ - ял каччисем. Хĕрлĕ Чутай каччисем çак йышра çук. Ытти çулсенчи пекех çурхи призывра çар ретне тăма тивĕçлĕ çамрăксем çар комиссариатне шута илме тивĕçлĕ сăлтавсăрах пыманнипе уголовлă ĕç пуçарма тивнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри повестка пач та йышăнман. Штраф виçи преступлени тунă чухнехи конкретлă лару-тăруран килнĕ, айăпланакансене 20 пин тенкĕрен пуçласа 150 пин тенкĕ таран тỹлемелле тунă. Аса илтеретпĕр, уголовлă явап тытрăмăр та çара каймасăр та пултаратпăр тенипе ĕç пĕтмест, салтак атти тăхăнма тиветех. Унсăр пуçне штраф тỹлемесен çирĕпрех явап тыттараççĕ, ирĕксĕр хăварма та пултараççĕ.
Н.ЯКОВЛЕВ, ЧР Следстви управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"