14 октября 2016 г.
Мотоблоксемпе çыхăннă аварисем - çине-çинех 20 çул каялла ялсенче мотоблоксем кирлех те пулман. Колхоз трактористне хаяр шĕвекне çур литр тыттарсан пахчана сухаласа панă та. Паян вара сĕрмелли-çунтармалли материалĕ те хаклă, техникине тытса тăма та çăмăл мар, колхозĕ-сем те чылай çĕрте арканчĕç... Эппин, хушма хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама техника кирлех. Ялта пурăнакансенчен ытларахăшĕ вара мотоблок туянать.
Паян унпа чăннипех меллĕ, анчах вăл ялти ĕçе çăмăллатнипе пĕрлех хăрушлăх та илсе килчĕ - çулсем çинче мотоблоксем хутшăннипе çине-çинех инкексем пулаççĕ. Юлашки тĕслĕх нумаях пулмасть пирĕн районта пулчĕ: виçĕ çын вилчĕ, çиччĕн суранланчĕç. Унччен, сентябрĕн 16-мĕшĕнче, кỹршĕ Етĕрне районĕнче пулнăччĕ: мотоблокăн пĕр пассажирĕ вилнĕ, иккĕшĕ суранланнă. Август уйăхĕнче Элĕк-Ишек автоçул çинче çын пурнăçĕ татăлнă. Ку тĕслĕхре те мотоблок хуçи пассажирсене лартса тухнă. Вĕсем çине ГАЗ машина кĕрсе кайнă. Аварире мотоблокăн 8 çулти пассажирĕ вилнĕ, иккĕшне больницăна ăсатнă.
Районта тата республикăра паян миçе мотоблок-ши - çакна никам та пĕлмест-тĕр. Никам та шутламан, мĕншĕн тесен ку техникăна регистрацилеме кирлĕ мар.
Чăваш Енĕн Хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен техника юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Еландаев татăклăн калать: "Тракторсен, хăй тĕллĕн çỹрекен çул-йĕрпе строительство машинисен тата вĕсен прицепĕсен патшалăх регистрацийĕн правилисем пур. Вĕсемпе килĕшỹллĕн двигатель калăпăшĕ 50 кубла сантиметртан пысăкрах автомототранспорт хатĕрĕсене, пурте усă куракан автомобиль çулĕсемпе çỹремеллискерсене, кăна регистрацилемелле".
Паллах, çынсем ăна нумай туяннине çакă та сăлтавлать. Регистрацилесе чăрманмалла, тăкакланмалла, çуллен транспорт налукĕ тỹлемелле пулсан хăшĕсем алă сулнă пулĕччĕç. Мотоблок ĕçре чăннипех пысăк пулăшу кỹрет: пысăк техника кĕреймен лаптăксене сухалама-кăпкалатма лайăх, ăна-кăна тиесе килме те меллĕ... Теприсем вара унпа пассажирсене илсе çỹремелли транспорт хатĕрĕ пек те усă кураççĕ - кăна та сахал мар куратпăр. Чылайăшĕ мотоблок çине ларсан хăйне патша вырăнне хурсах çул варрипе пырать - автомашинăсем вара вĕсенчен çул хĕррипе пăрăнса иртеççĕ. Паллах, мотоблокпа пассажирсене илсе çỹреме юрамасть. Прицепĕ пулсан та - юрамасть! Çул варрипе пушшех - юрамасть! Çакна унăн эксплуатаци хучĕсенче те çирĕплетсех палăртнă. Прицеплă-тăк - вăл груз турттармалли платформăпа танлашать. Çул-йĕр правилисен 22-мĕш пункчĕпе килĕшỹллĕн пассажирсене автомобильсемпе кăна илсе çỹремелле. Груз турттармалли платформăсем вара - тĕрлĕ тиев валли кăна, пассажирсем валли мар.
Владимир Галкин, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ:
- Мотоблок - уйрăм çын усă куракан транспорт хатĕрĕ. Унăн водителĕпе юнашар пассажирсен çỹреме юрамасть. Хĕрлĕчутайсем уйрăмах мотоблокпа çул-йĕр правилисене пăсаççĕ. Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче РФ КоАП-ĕн 12.29 статйин 2-мĕш пайĕпе административлă майпа 28 çынна явап тыттарма тиврĕ.
Шел те, хăшĕ-пĕрисем çула ỹсĕрле тухма та шикленмеççĕ. Кăçал кун пек 2 тĕслĕх пулса, пĕлтĕр - 1. Çак техника паспортĕнче вăл хушма хуçалăхра усă курмалли хатĕр пулнине, унпа çулсем çине тухма юраманнине те палăртнă. Çул çине тухасах пулсан водитель ытти транспорт хатĕрĕн рулĕ умĕнчи çынпа танлашать. Эппин, çул-йĕр правилисемпе килĕшỹллĕн транспорт хатĕрĕн çывăх çутă е кăнтăрлахи çулçỹрев çути пулмалла, прицеп çине фара çути ỹксен хирĕç хĕрлĕ тĕспе çутатакан элементсем вырнаçтармалла. Кун пек чухне мотоблок водителĕн ытти транспорт хатĕрĕпе çỹрекен мĕнпур çынна пырса тивекен правилăсене пăхăнмалла. Правилăсене пăссан водителе РФ КоАП-ĕн 12.29 статйин 2-мĕш пайĕпе явап тыттараççĕ. Ỹсĕрле çул çине тухсан вара ПАИ инспекторĕ 1-1,5 пин тенкĕлĕх штрафланинчен тĕлĕнме кирлĕ мар.
Палăртмасăр иртес килмест, Алтай тăрăхĕнче мотоблокăн ỹсĕр водительне 30 пин тенкĕлĕх штрафлани тата çулталăк çурăлăха водитель удостоверенийĕсĕр хăварни те пулнă. Суд та çакнах çирĕплетнĕ. Çапла çав, икĕ кустăрмаллă техника та çăмăлттайлăха каçармасть - яваплăх çирĕп. Кăçал республикăра мотоблоксем хутшăннипе 9 авари пулнă, вĕсенче 5 çын пурнăçĕ татăлнă, 12-ĕн суранланнă. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Анчах правилăсене пĕлсе тăрсах пăсатпăр-тăк - ку инкек пултăр тенипе танах мар-и? Мотоблокпа пассажирсене илсе çỹреме, çулсем çине тухма юрамасть - çак правилăсем, тĕрĕссипе, юнпа çырăннă. Вĕсене пăхăнманни ырăпах вĕçленмест.
А.САН.
Источник: "Пирěн пурнăç"