АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 95 çулта та спорт комплексне çỹрет

14 октября 2016 г.

Çак хĕрарăм çине пăхсассăн нимĕнле майпа та 90-ран иртнĕ теме хăюлăх çитмест. Чăннипе вара Ачкассинче пурăнакан Перасковия Ивановна Васюкова октябрĕн 10-мĕшĕнче 95 çул тултарнă. Çавна май Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен, тус-юлташĕнчен ăшă саламсем йышăннă.

Шел пулин те, Перасковия Васюкована çемьеленсе, ача-пăчаллă пулса пурăнма пỹрмен. Çавăнпах пулĕ вăл, пĕрремĕш ушкăн инваличĕ (куç курманнипе), нумай çул хушши Березовкăри вăхăтлăх пурăнмалли çуртра хỹтлĕх тупнă. Перасковия Ивановна - районти ветерансен хорĕн чи аслă участникĕ. Унта вăл 2000 çултанпа юрлама çỹрет.

Паянхи кун Перасковия Ивановна Ачкасси ялĕнче пурăнать, ăна тăванĕ Р.П.Васюкова пăхса, пулăшса тăрать. Çулĕсене пăхмасăр вăй, ăс-тăнпа сăпайлăха упраса хăварма пултарнă Перасковия Ивановна, сывă пурнăç йĕркине тытма тăрăшать, тăван пиччĕшĕн хĕрĕпе Раиса Петровнăпа районти физкультурăпа спорт комплексне час-часах çỹрет. Çакă тата пурнăçа юратни вăрăм кун-çулпа киленсе пурăнма май парать ăна.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика