АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен те ырă кăмăллă анне

19 октября 2016 г.

Пирĕн анне - Мишеркасси ялĕнче пурăнакан Людмила Николаевна Канячкина, ăшă чунлă та ырă кăмăллă çын. Тата вăл питĕ ĕçчен те ылтăн алăллă. Çуллахи вăхăтра эпир пĕрле çырлана каятпăр. Татса килнĕ çырласенчен анне питĕ тутлă компот-варени хатĕрлет. Анне çутçанталăка питĕ юратать, пỹртре те, пахчара та илемлĕ чечексем ỹстерет. Унăн алли чăннипех ылтăн - мĕн кăна çыхмасть пулĕ вăл: нуски, те кофта та, тутăр та... Е тата çекĕлпе хитре салфеткăсем çыхать. Хăюсемпе сăнỹкерчĕк рамкисене те илемлетет. Кĕрхи сарă çулçăсенчен самантрах кĕлчечек çыххи ăсталама та пултарать пирĕн анне. Çав хушăрах вăл кил таврашĕнчи ĕçсене тума та, ĕçе кайма та, пире вăхăт уйăрма та ĕлкĕрет. Эпир çемьепе уçă сывлăшра пулма, çул çỹреме кăмăллатпăр. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, Хура тинĕс хĕрринче, Крымра пулса куртăмăр. Эпир аннене питĕ юрататпăр, ăна май пур таран пулăшма тăрăшатпăр.

Игорь тата Костя КАНЯЧКИНСЕМ, Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕсем.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика