19 октября 2016 г.
Иртнĕ эрнере Шупашкарти "Премиумстрой" тулли мар яваплă общество строителĕсем Пантьăк салинчи Хăнатар юханшывĕ çинчи плотинăна тĕпрен юсас ĕçсене вĕçленĕ. Строительство организацийĕн прорабĕ Михаил Геннадьевич Матвеев пĕлтернĕ тăрăх, юсав ĕçĕсене çулла пуçланă пулнă.
Сăмах май, çак гидротехника сооруженине 1983 çулта эрозипе кĕрешмелли мероприятисем валли хута янă пулнă, анчах та унпа каçса çỹремелли çул пек те усă курнă. Плотинăна хута янăранпа кунта вак-тĕвек ĕçсемсĕр пуçне тĕп юсав ĕçĕсем пачах пулман. Пантьăк ял тăрăхĕн тытăмĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан гидросооружени çулсем иртнĕ май кивелсе, юхăнса пынă.
2013 çулта Пантьăк ял тăрăхĕнче (ун чухне пуçлăхра В.В.Музяков ĕçленĕ) плотинăн авариллĕ лару-тăрăвне асăрханă май ăна упраса хăварас тĕллевпе комисси йĕркеленĕ. Комисси плотинăна тишкернĕ хыççăн чылай çитменлĕх тупса палăртнă. Çакăн хыççăн юсав ĕçĕсен проект тата смета (хакĕ 6 млн тенке яхăн) документацине туса хатĕрленĕ, плотинăна юсас тĕлĕшпе кăçал подрядчиксем хушшинче конкурс ирттернĕ. Унта Шупашкарти строительство организацийĕ çĕнтернĕ те.
Пантьăк плотини район халăхĕ кăмăллакан вырăн шутланать. Çуллахи вăхăтра унта çынсем пулă тытма çỹреççĕ, хĕлле те вакă касса усă кураççĕ. Шыв ку тăрăхри ялсенче пушар тухсан сỹнтерме те, çывăхра ỹсекен ялхуçалăх культурисене шăварма та, выльăх-чĕрлĕх валли те кирлĕ.
Алексей ПОРФИРЬЕВ, Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Хăнатар çинчи плотина эрозипе кĕрешес енĕпе те, халăхшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки çулсенче вăл, чăнах та, арканса пĕтме пуçланăччĕ, çавăнпа шыв татса каяс хăрушлăх та пысăкчĕ. Авариллĕ лару-тăрăва пула кунта пырса çỹрекенсем те инкеке лекме пултарнă. Тинех плотина тĕпрен çĕнелчĕ темелле. Халĕ гидроузел хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçлама пуçлĕ. Шыв объектне сентябрь тĕлне ĕçе ямаллаччĕ, анчах çанталăк условийĕсене пула ĕç кăштах тăсăлса кайрĕ. Çапах эпĕ строительсен ĕçĕпе кăмăллă. Плотинăна юсанă çĕрте 15-20 çынна яхăн ĕçлерĕ. Вĕсем ĕçсене тỹрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăçларĕç. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"