19 октября 2016 г.
Кăçал ноябрĕн 18-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра "Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун" иртет. Ăна тăлăх е ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене тата вĕсене пăхса пурăнакансене, хевтесĕр ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне, çемьене ача усрава илес текенсене тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас тĕллевпе тата асăннă ушкăна кĕрекенсене хỹтĕлес тесе йĕркелеççĕ.
Сăмах май, "Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун" пирĕн районта та юстици тата шалти ĕçсен, патшалăх, вырăнти хăйтытăмлăх, опека органĕсен, вĕренỹ организацийĕсен ĕçченĕсене явăçтарнипе чылай мероприяти ирттерме палăртнă. Енчен те районта пурăнакансен - çỹлерех çырса кăтартнă ушкăна кĕрекенсен - право темипе ыйтусем пур пулсан, эпир вĕсене ноябрĕн 18-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче 10 сехетре кĕтетпĕр. Хăвăра хумхантаракан ыйтусене 2-16-76, 2-21-63 номерпе шăнкăравласа е пирĕн пата килсе (Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнтерỹ лапамĕ, 1 çурт, 3-мĕш хут, право ĕçĕсен секторĕн пỹлĕмĕ) пĕлтерме те пултаратăр.
Валентина КОНДРАТЬЕВА, райадминистрацин право ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ:
Источник: "Пирěн пурнăç"