19 октября 2016 г.
Районти театр пултару-лăхĕн фестивалĕ малалла пырать. Çак эрнере темиçе ял тăрăхĕнче те спектакльсем пулĕç. Октябрĕн 17-мĕшĕнче вара атнарсем куракансене çемьери хутшăнусене сăнлакан спектакльпе савăнтарчĕç. Тỹрех каламалла, Николай Угаринăн пьеси тăрăх лартнă "Улькка инкен виçĕ кинĕ" камите куракансем хапăл тусах йышăнчĕç. Пурне те тиркекен Улькка (Раиса Краснова) Миша ывăлĕ (Василий Кораков) авланайманшăн кулянать, анчах та ăна ĕçчен Верук та (Галина Шумилова), кахал Надя та (Галина Ванягина), Люба та (Екатерина Башкирова) кин пулма юрăхлă мар пек туйăнать. Çакна пулах хăйне евĕр мыскара пулса тухать, унта Улькка упăшкин Мокольăн та (Геннадий Шуськин), Верук амăшĕн Марукăн та (Галина Индейкина) ирĕксĕрех хутшăнма тивет. Рольсене ĕненмелле калăпласа пачĕç атнарсем, куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса, чечексем парнелесе тав турĕç. А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"