21 октября 2016 г.
Район территорийĕнче октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне пурĕ 22 пушар алхасрĕ. Пĕлтĕр вара çак тапхăртах 24 вут-çулăм инкекĕ пулнăччĕ. Кăçалхи инкек тĕслĕхĕсен çурри тенĕ пек кивĕ тата юрăхсăр электропралуксене пула тухнă. Акă октябрĕн 19-мĕшĕнче те ирхи тăхăр сехет иртсен Атнарта пĕччен пурăнакан хĕрарăм хуçалăхĕнче вут-çулăм алхасрĕ. Кирпĕчрен купаланă сарайри (çỹлти пайра утă-улăм усранă) электропралуксем кивĕ пулнă. Юрать-ха, кỹршĕ хĕрарăмĕ вут йăсăрланнине асăрханă, вăхăтра пулăшу чĕннĕ.
Хисеплĕ граждансем! Пĕрре мар каланă пулин те, тепĕр хутчен асăрхаттаратпăр: кивĕ электропралуксене тăхтаса тăмасăр улăштарăр. Çавăн пекех электропралуксен изоляцийĕн сопротивленине виçтерни те (замер сопротивления изоляции электропроводов) ытлашши пулмĕ. Ăна районта Çĕмĕрлери ВДПО (кун пирки районти пушар чаçĕнче тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать) ĕçченĕсем пурнăçлама пултараççĕ. Çавăн пекех хĕле кĕрес умĕн кăмакасен юсавлăхне те тĕрĕслеме манмалла мар. Ан манăр, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăн-манни çунса кайнă пурлăхпа кăна мар, çын пурнăçĕ татăлнипе те вĕçленме пултарать.
А.ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхавĕн патшалăх инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"