21 октября 2016 г.
Ача чухне вăл пĕрремĕш трактор хыççăн савăнса чупнă, халĕ планшетпа усă курать Калкасси ялĕнче пурăнакан Мария Гавриловна Дементьева ыран, октябрĕн 22-мĕшĕнче, 80 çул тултарать. Çак ỹсĕмри ытти çынсем пекех вăл пурнăç мĕн тери улшăннине хăй курса-туйса тăнă. Улăм витнĕ çуртсемлĕ ялта кун çути курнă, таврана каç сĕмĕ çапсан çурта е лампа çутнă... Ялсенче "Ильич лампочкисемпе" усă курма пуçласан пурнăç мĕн тери улшăннăн туйăннă пуль ун чух! Колхоза пĕрремĕш трактор килсен ачасем ун хыççăн мĕнле савăнса чупнă тата. Унтан вара пурнăçа радио, телевидени кĕнĕ...
Паянхи кун вара Мария Гавриловна алла планшет тытать те интернет уçлăхне парăнтарать. Унта вăл хăйне килĕшекен сăнỹкерчĕксем е тĕрлĕ видео пăхать. Телевизорпа тĕрлĕ передачăсем курма та кăмăллать вăл, хаçатсем те вулать. Район хаçатĕнче мĕн те пулин интереслине вуласа пĕлсенех ялти çынсене е тăванĕсене вуласа пама та ỹркенмест. Çапла паянхи пурнăçпа тан пыракан Мария Дементьева (хĕр чухнехи хушамачĕ - Матвеева) Калкасси ялĕнчех çуралса ỹснĕ, çак ял каччипех пĕрлешсе çемье çавăрнă, икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ. Шел те, мăшăрĕ, Петр Федорович, 13 çул каяллах çĕре кĕнĕ. Ывăлĕ те инкеке пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Паянхи кун Мария Гавриловна Коми Республикинче медицина енĕпе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă кĕçĕн хĕрĕпе, Галина Петровнăпа, пĕрле пурăнать. Тепĕр хĕрĕ те, Любовь Петровна, районтах тĕпленнĕ. Вăл чылай çул хушши районти комсомол комитетĕнче, райадминистрацин вĕренỹ пайĕн бухгалтерийĕнче тĕп бухгалтерта вăй хунă.
- Пирĕн анне - лăпкă та ырă кăмăллă хĕрарăм, нумай калаçма юратмасть, çынпа ятлаçса курман вăл, - теççĕ Мария Гавриловна пирки хĕрĕсем. - Пире вăл çулĕсене кура мар таса сывлăхлă пулни савăнтарать. Чиперех кăштăртатса çỹрет-ха, качакапа чăхсем усраканскер кил тĕрĕшĕнчи ĕçсене те пурнăçлать, лавккана та кайса килет. Çав хушăрах тата çывăх çыннисем е аякран килекен хăнасем валли тапочкисем çыхма та вăхăт тупать.
Мария Дементьева - вăрçă ачи. Унăн ашшĕ фронтра Смоленск таврашĕнче хыпарсăр çухалнă. Ĕç патне пымалли вăхăт çитсенех вăл ыттисемпе танах тырă та, кантăр та вырнă. Шкулта вĕренме май килнĕ-ха ăна, анчах та укçа пулманнипе малалла вĕренеймен - Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ пулин те ĕмĕтне пурнăçлайман. Чылай вăхăт хушши вăл "Путь Ильича" колхоз бригадинче вăй хунă, малта ĕçлесе пыраканнисемпе тан пулнă. Унтан вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех районти çăкăр заводĕнче тăрăшнă, тутлă та техĕмлĕ çăкăр пĕçернĕ. Чылай çул хушши тăрăшса ĕçленĕрен "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.
Паянхи кун Мария Гавриловна Дементьева аслă пĕлỹ илнĕ ултă мăнукĕ тата виçĕ кĕçĕн мăнукĕ пурришĕн савăнать. Икĕ хĕрĕпе кĕрỹшĕсем, кинĕ, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем хаклă та юратнă амăшне, мамаккăшне, кукамăшне, ват кукамăшне 80 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал сунаççĕ: "Пире, ачусене, кун-çул парнеленĕшĕн, тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстернĕшĕн, çын тунăшăн пуç тайса тав тăватпăр, - теççĕ вĕсем. - Малалла та ачусемпе, мăнукусемпе, кĕçĕн мăнукусемпе савăнса, кил ăшшине упраса нумай-нумай çул пурăнма сĕнетпĕр".
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"