26 октября 2016 г.
Районта физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайнăранпа çамрăк спортсменсем ишес енĕпе те çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туни сисĕнме пуçларĕ. Районта бассейн пурри чăнахах усăллă, вăл ишме юратакансене малалла аталанма май парать. Акă, октябрĕн 16-мĕшĕнче спорт комплексĕн пĕрлештернĕ команди Чулхула облаçĕнчи Воротынецра иртнĕ ишекенсен (2000 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем хушшинче) уçă ăмăртăвне хутшăннă. Унта уйрăмах Ю.И.Столяров тренер-преподавателĕн вĕренекенĕсем ỹсĕм тунă. Егор Секайкин ирĕклĕ майпа 50 метр дистанцие 30,57 çеккунтра ишсе тухса пĕрремĕш, 100 метр ишсе виççĕмĕш тухма пултарнă. Егор йышлă çемьере ỹсет, вăл спортпа туслă Константин пиччĕшĕнчен пĕчĕкренех тĕслĕх илме тăрăшать. Çавăн пекех эстафета ăмăртăвĕ те пулнă, унта икĕ хĕрачапа икĕ арçын ача хутшăннă, кунта хĕрлĕчутайсен команди тăваттăмĕш вырăн йышăннă. А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"