26 октября 2016 г.
Çĕре кĕркунне сухаласа хăварни çумкурăкпа, хурт-кăпшанкăпа кĕрешме май парать, çĕре тутлăхлă япаласемпе пуянлатать. Çавăнпа малта пыракан ялхуçалăх предприятийĕсем вăхăтра çĕртме туса хăварма тăрăшаççĕ, çитес çул пахалăхлă çĕр çинче тыр-пул тухăçĕ лайăх тухассине пĕлсе тăраççĕ вĕсем. Çак енсене шута илсе пирĕн районти ялхуçалăх предприятийĕсенче тата хресченпе фермер хуçалăхĕсенче хальхи вăхăтра çĕртме тăвассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Октябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне районĕпе кĕрхи çĕртмене 3051 гектар пурнăçланă. Сăмахран, "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕнче кĕрхи çĕртмене 1000 гектар тунă. Ку ĕçе кунта тыр-пул пухса илсенех тытăннă. Суха ĕçĕсене мĕн шăнтичченех пурнăçлама палăртаççĕ.
Хуçалăх усă куракан уйсенче иртнĕ эрнере те техника шавĕ тăратчĕ. Плуг çакнă тракторсем пĕрин хыççăн тепри тикĕссĕн çĕре хуратса пыратчĕç. Юрий Татаров тата Николай Виссарионов механизаторсем Тумликасси çывăхĕнче, Николай Сорокин, Михаил Мадайкин Березовка çывăхĕнче, Александр Фондеркин, Николай Лаврентьев, Анатолий Ивантаев, Алексей Андреев Туканаш патĕнче çĕртме тăватчĕç.
Çав хушăрах механизаторсенчен пĕринпе ик-виç сăмах калаçса илме те тỹр килчĕ. Тумликасси çывăхĕнчи уй-хирте икĕ хурçă ут курăнчĕ. Кунти çĕрсем уйрăм çынсен çĕр пайĕсем шутланаççĕ, пĕтĕмпе 115 гектар. Унпа усă курмашкăн хуçалăх çĕр хуçисемпе килĕшỹ тунă. Акă, хурçă ут çывăхалла та çитрĕ. Руль умĕнче - Николай Виссарионов, "Коминтерн" хуçалăхăн опытлă механизаторĕсенчен пĕри. Ялхуçалăх ĕçне парăннăскер, 37 çул "Путь Ильича" колхозра ĕçленĕ. Тăван колхоз аркансан Николай Григорьевич пуçа усса ларман, Атнара ĕçлеме куçнă. Кунта опытлă механизатора хаваспах йышăннă, виççĕмĕш çул ĕнтĕ вăл Т-150К тракторпа ĕçлет. - Ялхуçалăх техники мана ачаранах илĕртетчĕ. Пĕрремĕш хут 12 çулта руль умне ларса пăхрăм. Механизатор ĕçĕпе ĕçлемесен хама урăх ĕçре курмастăп та эп, - терĕ Николай Григорьевич. Пăхсах паллă, ял ĕçченне çĕр çинче ĕçлеме питĕ килĕшет, унсăрăн çавăн чухлĕ çул епле ĕçлĕн-ха?
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"