26 октября 2016 г.
Чи малтанах çак хыпара пĕлтересшĕн: ноябрĕн 5-мĕшĕнчен Сăр юханшывĕ урлă каçмалли вăхăтлăх кĕпере сỹтме пуçлаççĕ. Çавна май Çĕмĕрле-Наваты автоçул хупăнать. Асăрхануллă пулăр! Хĕл çывхарнă май çул-йĕр участникĕсене улшăнса тăракан çанталăк условийĕсенче çул çинче асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Каçхи тата çĕрлехи вăхăтра шăнтма, çумăр-юр çума, тĕтре е тата ытти те пулма пултарать. Çаксем пурте çул çинчи лару-тăру çине витĕм кỹреççĕ. Хăвăрт улшăнса тăракан çанталăк условийĕсене шута илсе патшалăх автоинспекцийĕ водительсене хăвăртлăх режимне пăхăнма, дистанци тытма, япăх курăннă вăхăтра тимлĕхе ỹстерме сĕнет. Хĕллехи резина улăштарассине тăсма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен шăнтсан çулла çỹренĕ резинăллă урапапа инкеке лекесси те инçех мар. Çуран çỹрекенсен те Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла, ятарласа уйăрман вырăнта çул урлă каçма юрамасть, уйрăмах тĕттĕм вăхăтра. Ларакан транспорт хыçĕнчен çул урлă каçма тухма хăрушă, сире килекен машина водителĕ асăрхаймĕ. Кунсăр пуçне капюшон тăхăнни те йĕри-таврарине курма чăрмав кỹрет.Асăрхануллă пулăр! Хăвăр пурнăçăра упрăр!
Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ
Источник: "Пирěн пурнăç"