АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кăмака çинче ларса качча каяймăн"

26 октября 2016 г.

Çапла каларĕç Ачкасси ял тăрăхĕнчи театр пултарулăхĕн артисчĕсем октябрĕн 20-мĕшĕнче лартса панă спектакльте вылянă май. Серенкассинчи Культура çуртне халăх йышлă пухăнчĕ вăл кун. Куракансем чылай пулни хуть те мĕнле артиста та савăнтарать ĕнтĕ. Çавăнпах пулĕ вырăнти артистсем хăйсене шанса панă рольсене ĕненмелле калăпларĕç - вĕсем çак каçа тăрăшса хатĕрленни сисĕнчĕ. М.Г.Андреев пьеси тăрăх лартнă камитре Людмила Яковлева (Крахьян), Наталья Храмова (Анук), Людмила Зверева (Матрен), Зоя Анисимова (Униççе), Вера Жерженова (Марье), Владимир Оринов (Якур), Николай Мидушкин (Валя), Леонид Аргандейкин (Антон) кашни хăйне май хусах Ивана (Владимир Храмов) авлантарма тăрăшаççĕ. Кулăшла пĕтĕм пăтăрмахĕ те çакна пула сиксе тухать те. Спектакль пăхма пынисене уйрăмах пилĕк хĕртен пĕрне те пулин Ивана качча пама çунакан Матрен рольне Людмила Зверева еплерех выляни килĕшрĕ. Вăл сцена çине тухса "хаяррине" тиркемен карчăк пекех калаçни, тыткалани култарчĕ. Ытти артистсем те камитăн тĕп шухăшне туллин уçса пачĕç, хăйсен вăййипе залта ларакансене тыткăна илчĕç. Вырăнти артистсем вылянипе кăмăллă юлнă куракансем спектакль вĕçленсен чылайччен тăвăллăн алă çупрĕç, вĕсен пултарулăхĕшĕн тав турĕç. "Асамлă чаршав" фестиваль çак эрнере вĕçленет. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе чи лайăх спектакле тата чи ăста вылякан артистсене палăртĕç.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика