АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçтешĕсем хушшинче - чи çамрăкки

26 октября 2016 г.

Чăнах та çапла. Пантьăкри почта уйрăмĕн начальникĕ Наталья Владимировна Морозова районта хăйĕн ĕçтешĕсем хушшинче - чи çамрăкки. 29 çулхискер хăйне шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать, çултан-çул ĕç кăтартăвне ỹстерсе пыма тăрăшать. Унăн почта тытăмĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ пилĕк çул пулин те вăл ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Наталья Владимировна мăшăрĕпе, Сергей Николаевичпа, Хирлỹкасси ялĕнче пурăнать. Унăн мăшăрĕ те çав уйрăмрах почтальонра тăрăшать. Çамрăк-сем икĕ ача ỹстереççĕ, вĕсем шкула çỹреççĕ ĕнтĕ. Малтанхи икĕ çулне Наталья Морозова почтальонра тăрăшнă, ĕçчен те тăрăшуллăскер куллен халăх патне çĕнĕ хыпар çитерме васканă. Унтан Наталья Владимировнăна почта уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Çак ĕçре ăна паянхи кун виçĕ почтальон - Сергей Николаевич Морозов, Светлана Аркадьевна Серейкина тата Юрий Алексеевич Ксенофонтов - пулăшать. Вĕсем ял халăхне эрнере икĕ хутчен тĕрлĕ хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ. Наталья Морозова пĕлтернĕ тăрăх, çак тăрăхри кашни ватă çын район хаçатне çырăнса тăрать. Çырăнакансем хушшинче çамрăксем пурри те савăнтарать. Паянхи кун унта район тĕкĕрĕ 182 киле çитет. Çак тăрăхра пĕр харăс 4-5 хаçат çырăнса тăракан та пур. Акă Хирлỹкассинче пурăнакан Альбина Михайловна Пигильдина çулсерен хăйне валли кăна мар, мăнукĕсене валли те тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнать. Ырă тĕслĕх кăтартнăшăн, хаçат çырăнакансен хисепне чакарманшăн, ăна хушнăшăн, тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, ĕçре активлăх кăтартнăшăн Наталья Владимировна çулсерен Раççей почти кунĕнче тĕрлĕ грамотăсене тивĕçет. Коллективпа тачă çыхăнса ĕçлени вара кашни çулах ĕç кăтартăвĕн тухăçне парать.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика