26 октября 2016 г.
Мамăк тирлĕ чĕрчунсене тытмалли тапхăр çывхарса килет. Кăçал вăл ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçланса 2017 çулхи февралĕн 28-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăр вăхăтĕнче мулкачсене (заяц-беляк, заяц-русак) ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2017 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен тытма ирĕк панă. Ытти ирĕк панă чĕрчунсене февралĕн 28-мĕшĕччен тытма юрать. Çак юлнă кунсенче пур сунарçăн та кирлĕ документсене йĕркене кĕртмелле тата усă курнă путевкăсене охотоведа тавăрса памалла. Хĕлле сунара çỹремелли путевкăсене октябрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа пама тытăнаççĕ. Малашне кашни кĕçнерникун хими çуртĕнче 9 сехетрен пуçласа 14 сехетчен сезон валли тата темиçе кунлăх та путевка илме пулать. Путевка илнĕ чухне сунар билечĕ (вĕсем хĕрлĕ тата симĕс тĕслĕ), пăшал усрама ирĕк пани кирлĕ. Сунар сезонĕ пĕтсен путевкăсене охотоведа тавăрса памалла. Юр тарăнланиччен уйсем тăрăх хăйсен транспорчĕсемпе мулкачсемпе тилĕсене хăвалакансене те курма пулать. Çавна шута илсе уйсем тăрăх рейдсем ирттерме палăртнă. Йĕркене пăсакансене çирĕп мерăсем кĕтеççĕ. Хăш-пĕр сунарçăсем пирĕн обществăн членĕсен шутĕнче тăмаççĕ. Вĕсем обществăна пăхăнмаççĕ тата ĕçлесе пулăшмаççĕ. Çавăнпа та кун пеккисен "Чувашохотрыболовсоюз" килĕшĕвĕ ыйтнипе путевка хакĕсĕр пуçне хушма укçа тỹлес пулать. Унăн сумми 1000 тенкĕпе танлашать. Взнос укçине кашни çулах тỹлемелле. Сунар усăллă та интереслĕ кану. Унăн пĕлтерĕшĕ çинчен Ефим Пермитин писатель питĕ лайăх каланă: "Сунар - юмахла чĕрĕ шыв, вăл çынна çамрăклăх тавăрса парать..."
А.ЭЛЕМЕНКИН, общество председателĕн çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"