28 октября 2016 г.
Нумаях пулмасть Шупашкарта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хуласене васкавлă пулăшăвăн çĕнĕ машинисен уççисене савăнăçлă лару-тăрура панăччĕ. Республикăна Раççей Правительствин хушăвĕпе çитнĕ автомобильсенчен иккĕшĕ пирĕн районти "Васкавлă пулăшу" уйрăмне те тивĕçнĕ.
Паян вара хальхи йышши çĕнĕ медицина оборудованиллĕ икĕ "Газель" районта чирлисем патне çỹреççĕ. Палăртмалла, васкавлă пулăшу паракан кашни машинăпа тăватшар водитель ĕçлет. Пĕр машинипе Роман Александрович Судаков, Сергей Дмитриевич Сезяйкин, Николай Семенович Тимофеев, Сергей Валерьевич Трифонов çула тухаççĕ, тепринпе - Евгений Александрович Борисов, Валерий Иванович Майоров, Николай Максимович Яндрайкин, Сергей Николаевич Михопаров. Çĕнĕ машинăсем чирлисем патне хăвăртрах çитессе, çапла майпа районта пурăнакансен сывлăхĕпе пурнăçне сыхласа хăварма пулăшасса шанатпăр.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"