АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Руль умне ỹсĕрле ан лар

28 октября 2016 г.

Районти полици уйрăмĕн сотрудникĕсене, çавăн пекех халăха çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ хум-хантарать. Сăлтавĕ - юлашки вăхăтра район территорийĕнче аварисен шучĕ ỹсни. 2016 çулăн тăхăр уйăх кăтартăвĕпе следовательсем çул-йĕр инкекĕпе çыхăннă пилĕк уголовлă ĕçе тиш-керчĕç. Кун пек инкексем иртнĕ çул та пулман мар.

Аварисем ытларах водитель айăпĕпе пулаççĕ. Çул çине ỹсĕрле тухма юраманнине кашни водителех пĕлет мар-и? Анчах хаяррине тутансан темшĕн руль умне ларать. Акă пĕлтĕр çул çитмен çамрăк палланă çынран "Минск" мотоциклпа ярăнма ыйтнă. Хăйĕн водитель удостоверенийĕ те пулман. Хаяррине тутаннăскер çулпа пынă чух ỹпĕннĕ, унăн пассажирĕ мотошлем тăхăнманнине пула аманнă. Тепĕр инкек те эрехе пула пулнă: "ВАЗ" маркăллă автомобиле тытса пыракан çын, ỹсĕрскер, Штанаш лавккине çул тытнă, çул хĕррипе пыракан хĕрарăм çине кĕрсе кайнă. Йывăр сурансене пула хĕрарăм кун-çулĕ татăлнă. Çул хĕррипе велосипедпа пыракансем çине кĕрсе кайни те пулман мар.

Кăçалхи кăтарту та савăнтармасть. Август тата сентябрь уйăхĕсенче район территорийĕнче аварие пула 4 çын çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Çĕн Ирчемесре машина йывăç çине кĕрсе кайнăран пĕр çын вилнĕччĕ. Нумаях пулмасть Калкасси çывăхĕнчи хăрушă аварире виçĕ çамрăк кун-çулĕ татăлчĕ. Çул-йĕр инкекĕсем ытларах тĕттĕм вăхăтра пулаççĕ. Уйрăмах ỹсĕр водитель айăпĕпе. Тĕттĕм вăхăтра, тĕтре тăнă чух, йĕпе асфальт тăрăх пысăк хăвăртлăхпа кайни те инкек патне çитерет. Çул хĕррипе велосипедпа, мотоблокпа пынă чухне те çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла, транспорт хатĕрĕ çине çутă тавăракан япала çыпăçтармалла. Икĕ урапаллă-и вăл, тăваттăллă-и - пурпĕрех. Çуран çỹрекенĕн те тимлĕхе çухатма кирлĕ мар, правилăсене пăхăнмалла, тĕттĕм вăхăтра çутă тавăракан япаласемпе усă курмалла. Хирĕç е хыçалтан транспорт хатĕрĕпе пыракан водитель сире асăрхатăр. Çутă тавăракан япаласене кашни автосер-висрах туянма пулать. Вĕсен хакĕ те пысăк мар.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика