28 октября 2016 г.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш ялĕнчи Анатолий Софронов 1965 çулта çуралнă. Ытти тантăшĕсем пекех шкулта вĕреннĕ. Хыççăн Шупашкарти 18-мĕш училищĕре пĕлĕвне тарăнлатнă. Автослесарь специальноçне алла илнĕ. Вăхăт çитнĕ те çара кайнă. Штанаш çамрăкĕ Малтанах Белоруссинче çар вăрттăнлăхĕсене хăнăхнă. Унтан ăна Çурçĕр флотне куçарнă, Полярнăй хулинче службăна малалла тăснă. Анчах та 1986 çулхи августăн 23-мĕшĕнче вĕсен катерне шыв айĕнче ишекен карап çиеле тухнă чух пырса тăрăннă. Инкекре Анатолий Витальевичăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Унтанпа вăхăчĕ сахал мар хыçа юлнă пулин те, службăна пĕрле тухса кайнисем тата училищĕре вĕреннисем Штанаш каччине манмаççĕ. Тинĕс çар флочĕн кунĕнче çулсерен унăн вилтăприйĕ çине килсе каяççĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе флотра пурнăçланисем укçа-тенкĕ пуçтарса палăк тутарнă. Нумаях пулмасть ăна Штанаш çăви çине килсе вырнаçтарчĕç. Тĕрлĕ районтан тухнă Г.Скворцов, С.Потапов, В.Столяров, Ю.Борисов, А.Аврамов, И.Поляков, А.Малышев тата ыттисем иртнĕ вăхăтсене ырăпа аса илчĕç.
К. ЮРЬЕВ.
Источник: "Пирěн пурнăç"