28 октября 2016 г.
Шутлатăн та тĕлĕнетĕн: пĕр çын çине, пĕр çемье çине çавăн чухлĕ инкек-синкек, çĕр чăтайми хуйхă-суйхă, кỹрентерỹ капланса килсе пурнăç тăршшĕпе пусмăрлама, тустарма, кỹрентерме, хур кăтартма пултарать-и çут тĕнче? Çук, кунта, тĕрĕссипе, çут тĕнче мар, çут тĕнче вăл пуриншĕн те. Пуриншĕн те вăл - ырлăх, пуянлăх, киленỹ, ытарайми илем.
Пĕтĕм сăлтавĕ - çынсен чунсăрлăхĕ, ăмсануллă курайманлăхĕ, кĕвĕçỹ, харкашу, тавăру, икĕпитлĕх. Халăхра каланă пек, "хура юнлă", мĕскĕн, чурăс чунлă çынсем кăна ырă, ăшă, сăпайлă, кăмăллă, ĕçчен, вăр-вар, ăнăçуллă, пултаруллă ентешĕсене кураймаççĕ, ăмсанаççĕ, ура хурса такăнтарма, элеклесе сутса яма, хур кăтартма тăрăшаççĕ. Элеклесе сутса яраççĕ те. Вара тин вĕсен имшер, мĕскĕн чунĕсем хăпартланса çỹл тỹпене вĕçеççĕ пулинех.
Ун пек "мĕскĕнсем" мĕн çуралса ватăлса виличченех кĕвĕçсе пурнăç тăршшĕпех ырă çынсене сăха-сăха канăç памаççĕ, юнĕсене пăсса, тинкерен кăларса хур кăтартма тăрăшса пĕтĕм ăс-хакăлне, вăйне-халне яраççĕ. Çак инкек аслисене, кил хуçисене кăна мар, пĕтĕм çемьене, ачи-пăчине те туллин пырса тивнĕ иртнĕ çулсенче.
Çав инкеклĕ, пăтăрмахлă тĕнче синкерлĕхне чăтса çынлăха, сăпайлăха, этемĕн ырă енĕсене упраса хăварма çирĕп шăнăрлă, пурнăçа, çут тĕнчене юратакан çынсем кăна тỹссе ирттерме пултарнă. Вĕсен чун-чĕрисем аманнă пулсан та хытса чулланман, ĕнтĕркемен, ырăкăмăллăхĕ шанса иксĕлмен. Паян та вĕсем çынсен нушине ăнланма, ăшă кăмăлпа та, ĕçпе те, сăмахпа та пулăшма майĕсене тупаççĕ. Вĕсемпе тĕл пулса калаçсан пурăнас, пурнăçа юратас туйăм çĕкленет, шанчăк çуралать. Вĕсем хамăр хушăрах, юнашарах пурăнаççĕ, анчах та ỹсĕмĕпе, тавракурăмĕпе, ăс-хакăлĕпе ытти çынсенчен çỹлерех шайра тăраççĕ.
Çакăн пек тараватлă, ăслă-пуçлă, ырă кăмăллă, пултаруллă çынсенчен пĕри Уйпуç çынни Николай Дмитриевич Майровский пулнă. Вăл районта, ялта хисеплĕ, паллă çын пулнă.
Унăн хĕрĕ, София Николаевна, 2016 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче 91 çул тултарать. Çулĕсем пысăк, сывлăхĕ хавшак пулсан та халĕ те çивĕч ăслă, чăр-чăр çамрăк кăвак куçлă, хитре хисеплĕ ватă. Пурнăçра мĕн-мĕн пулса иртнине питĕ лайăх астăвать.
- Николай Дмитриевич Чутайри икĕ класлă шкулта вĕреннĕ. Уйпуç ялĕнчен вĕренекенсем урăх пулман, вара çамрăк ача Чутая пĕчченех кайса çỹренĕ. Хĕл кунĕсенче вăл Мазуркинсен килĕнче хваттерте пурăннă. Мазуркинсем чиркỹ хыçĕнчи урамра пурăннă иккен. Çамрăк учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Каярахпа вăл Турхан, Карăкçырми, Уйпуç, Хăмаркка ялĕсенчи шкулсенче 1937 çулта хăйне арестличченех ачасене вĕрентсе пурăннă.
Вăтăрмĕш çулсен вĕçĕнче çĕршывра пăтăрмахлă репресси юхăмĕ алхасса вăй илсе пынă. Ку пулăм Чутай районĕнче те тарăн йĕр хăварнă. Репресси юхăмĕпе "хура юнлă", хура ăш-чиклĕ, кĕвĕç, сĕмсĕр, путсĕр çынсем усă курса юлма васканă: тỹрĕ чунлă, пултаруллă, ĕçре пĕтĕм вăй-халне парса ĕçлекен çынсене айăпсăр айăпласа суя çăхавсем-элексем çырса çỹлти власть органĕсене ярса панă.
Çакăн пек элекçĕсем кашни коллективрах, кашни шкултах тупăннă. Хăйсем ĕçре юлхав, сỹрĕк, ăнăçусăр, вĕсен пĕлĕвĕ те, тавракурăмĕ те хавшак пулнă. Вĕсем шкулта уроксене те тивĕçлĕ шайра ирттереймен, ирттерме те тăрăшман темелле, шкул ачисене те итлеттереймен, çапах та çăхавсем калăплама ăста пулнă. Çакăн пек "суя патриотсем" Уйпуç шкулĕнче те тупăннă. София Николаевна Ульянова хăйĕн асаилĕвĕнче темиçе çын ятне йĕрĕнсе палăртать: Турханти П.Г.Б., Уйпуçĕнчи М.Л.Т. учительсене. Вĕсем элекленипе София Николаевнăн ашшĕне, Николай Дмитриевич Майровскине, ним айăпсăр арестлесе вунă çуллăха хупса лартнă.
П.Г.Б. учитель хăйĕнчен хăй вăтанса пулĕ, доска çине çырнисене урок вĕçĕнче хăех шăлса хуратнă иккен, йăнăш çырнисене çынсене кăтартма хăранă пулинех. М.Л.Т. учителе хăйне те арестленĕ пулнă. "Мана тата мĕншĕн?" - тĕлĕнсе ыйтнă пулать вăл. Хăй çынсем çинчен элеклесе çырнăшăн ăна арестлесе айăпламаççĕ тенĕ пулинех. Лагерьтен киле таврăнма ăна шăпа пỹрмен курăнать, нишлĕ çын унтах пăчланнă.
Николай Дмитриевич каланă тăрăх, хăйĕн çинчен элеклесе çырнă çынпа унăн пересыльнăй тĕрмере тĕл пулма тỹр килнĕ. Элекçĕ Николай Дмитриевич умне чĕркуçленсе ларса каçару ыйтнă пулать. Николай Дмитриевича 1937 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче арестленĕ, вăл ку вăхăтра Хăмаркка ялĕнчи шкулта учительте тата завучра ĕçленĕ. София Николаевна каланă тăрăх, унăн ашшĕне урокран чĕнсе тухса лавпа лартса кайнă. Çак пулăма шкул ачисем курнă, çакăн пирки вĕсенчен пĕри, Тимешков (Хăмаркка ачи), каярахпа каласа панă.
Уйпуç шкулĕн директорне Сергей Семенович Яхатина Çĕн Ирчемес çынниех, пĕрле ĕçлекен М.А.Н. учитель, элеклесе çăхав янипе тытса хупнă. Вăл "С.С.Яхатин малтан пуп пулнă, халĕ директорта ĕçлет" тесе çырнă пулать. Тĕрĕссипе, пупĕ Сергей Семенович мар, унăн пиччĕшĕ пулнă иккен. Сергей Семенович Яхатина Етĕрне хулинчи НКВД уйрăмĕнче çав çулах персе вĕлернĕ. Унăн ывăлĕ Владимир Сергеевич Яхатин ашшĕ пирки чылай хушă шыраттарнă, анчах никам та, ниçта та тĕрĕссине каламан. Владимир Сергеевич каярахпа тин ăнсăртран тенĕ пек тĕрĕссине Етĕрне хулинчех шыраса пĕлме май тупнă.
Çак этемех Владимир Сергеевич Яхатин директорпа София Николаевна завуч çинчен элеклесе çăхав çырса янă: "Директорта пуп ывăлĕ, завучра "халăх тăшманĕн" ачи ĕçлет", - çырнă çав йĕксĕк. Çăхавне сỹтсе явма шкула ярса панă çỹлтисем. Пухăва çăхав авторне те чĕннĕ-мĕн. "Нивушлĕ эпĕ кам ачи пулнине манса кайнă эсĕ, хамăр ялсем? Эпĕ учитель ачи", - тенĕ В.С.Яхатин директор.
Шутлатăн та, тĕлĕнмелле пулса пырать пурнăçра. Уйпуç шкулĕнче Сергей Семенович Яхатин директор, Николай Дмитриевич Майровский завуч ял халăхне вĕрентсе çутта кăларассишĕн вăйне-халне шеллемесĕр, ырми-канми ĕçленĕ, тăрăшнă. Ним айăпсăр айăпланса чăтайми кỹрентерỹ, хурлăх курнă, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă.
Çак Уйпуç шкулĕнчех вĕсен ачи-сем ашшĕсен ĕçне малалла тăснă. С.С.Яхатинăн ывăлĕ Владимир Сергеевич Яхатин Уйпуç шкулĕнче учительте, завучра, çирĕм çул шкул директорĕнче ĕçленĕ, Уйпуç, Турхан, Çĕн Ирчемес ялĕсенчи шкул çурчĕсене тĕпрен юсаса çирĕплетнĕ. Ялта та, районта та хисеплĕ çын пулнă, "Вĕрентỹ ĕçĕн отличникĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ, ял, район Канашĕсен депутатне темиçе хут суйланнă.
Николай Дмитриевич Майровский хĕрĕ София Николаевна Ульянова та çак шкултах учительте, нумай çул завучра, директорта ĕçленĕ. Вăл та ялта, районта хисеплĕ çын, ял, район Канашĕсен депутачĕ пулнă, "Вĕрентỹ ĕçĕн отличникĕ" ята тивĕçнĕ.
"Шкул çурчĕсен никĕсне хывма шкулти учительсем, тирпейлỹçĕсем, шкул ачисем Мăчкăваш шывĕн çырминче мĕн чухлĕ чул пуçтарнă", - аса илет София Николаевна.
Кам пĕлет, тен, ялти нишлĕ чунлă, сĕмсĕр, пỹтсĕр, йĕксĕк çынсем кĕвĕçсе, вĕчĕрхенсе, суйса элеклемен пулсан Яхатинсен те, Майровскисен те шăпи урăхла çаврăнса тухнă пулĕччĕ. Хăйсем те, çемйисем те, тăванĕсем те çав тискерлĕхе, нуша-тертне курмĕччĕç, "халăх тăшманĕ" киревсĕр ята илтмĕччĕç. Тĕрĕссипе, никам та Мускавран ялти çав-çав çынна тытса хупма хушман. Пĕтĕмпех вырăнти, ялти, районти элекçĕсен, "суя патриотсен" хура ĕçĕсем темелле.
Сăмах май, репресси пуçлансан, 1937 çулта, районти шкулсенче ĕçлекен учительсенчен 40 ытла çынна айăпсăр арестлесе хупса лартнă. Малтан вĕсене Чутайри НКВД уйрăмне, кайран Етĕрнене конвойпа çуран илсе кайнă, каярахпа çуранах Çĕмĕрлене этаппа куçарнă.
Майровскипе Яхатина арестлесен пĕрле ĕçлекен учительница Анастасия Арсентьевна Арсентьева (вырăс, пуп хĕрĕ) пытанса юлма май тупнă, кайран Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
София Николаевна аса илсе çапла пĕлтерчĕ: "Кукаçи, Семен Никитович Кузнецов, тăрăшнипе икĕ чỹре-челлĕ пĕчĕк пỹрт вырăнне пысăк йывăç пỹрт лартма май килнĕ. Кукаçи вăрмантан вăрăм çăка йывăçсене касса турттарса килнĕ, вĕсене ытла вăрăмран татса кĕскетнĕ. Çуртне часах туса пĕтереймен, аттене тытса кайиччен те. Аттене тытса кайнă çул эпĕ тăваттăмĕш класра вĕренеттĕм. Тăваттăмĕш класа кайиччен эпĕ телейлĕччĕ, - тет вăл. - Шкултан киле хаваслă кăмăлпа килеттĕм çав кун. Кунĕ ăшă, хĕвеллĕ. Мана шкула çỹреме çĕнĕ хитре портфель илсе панăччĕ, урăх никамăн та шкулта портфель çукчĕ. Портфеле çỹле ывăтса выляса пыраттăмччĕ. Киле çитсен пỹртре ют çынсем нумайччĕ, виçĕ-тăватă çын милици формипе. Пỹртре япаласене, кĕнекесене урайне тăкса сапаланă, темĕн шыраççĕ. Эпĕ урама тухмалли алăк патне пытăм, пĕр милиционерĕ мана тĕртсе ывăтса ячĕ, пỹртрен кăлармарĕ".
Айăпсăр тытса хупнă çынсен йывăр пурнăçĕ, лагерьсенчи пуçлăхсен, конвоирсен, уголовниксен сĕмсĕр ĕçĕсем çинчен вырăс писателĕ Варлам Шаламов "Высокие широты" ятлă кĕнекинче тĕплĕн çырса кăтартнă. Ăна хăйне те студент чухне шỹтлесе каланă сăмахшăн тахăш студенчĕ элеклесе кăтартнипе арестлесе айăпланă, Çĕпĕрти, Колымари, Магаданри концлагерьсенче вунă çул ытла тертлентерсе нуша кăтартнă. Ăна лагерьте фельдшер ĕçне хăнăхса ĕçлеме май тупăннă. Çавна пулах вăл та, Николай Дмитриевич пекех, лагерьте вилесрен хăтăлса юлнă.
Ашшĕ каласа панинчен тепĕр паллă пулăм асра юлнă София Николаевнăн çивĕч ăс-тăнĕнче. Петрозаводск хули çывăхĕнчи лагере илсе кайнă чухне вăл чăвашсен паллă писателĕпе, чăваш театрне пуçарса яракан пĕрремĕш драматургпа, режиссерпа, кинорежиссерпа Иоаким Степанович Максимов-Кошкинскипе тата унăн мăшăрĕпе, чăвашсен пĕрремĕш хĕрарăм киноактерĕпе, театр артисткипе, çыравçăпа, Тани Юнпа, (Татьяна Степановнăпа) паллашнă, пĕрле кайнă. Николай Дмитриевич каланă тăрăх, Максимов-Кошкинский хăйне панă çăкăр таткисенчен шахмат фигурисем майласа çул çинче шахматла выляса пынă. Лагерьтен таврăнсан Максимов-Кошкинский Николай Дмитриевича Шупашкара хăй патне хăнана чĕннĕ. Анчах вăл тĕлпулăва кайма май тупайман.
Кил хуçине, Николай Дмитриевича, арестлесе хупса лартсан, пĕчĕк Соньăпа амăшĕн, София Семеновнăн, тертлĕ, нушаллă пурнăç пуçланнă. "Мĕнле те пулин сыпăнкаласа пурăнасчĕ" тесе амăшĕ пĕчĕк хĕрачине хăйĕнпе колхоз ĕçне илсе çỹренĕ. Уйрăмах вăрçă çулĕсенче йывăр килнĕ хỹтĕсĕр çынсене. Вĕсен килне Ленинградран эвакуаци шучĕпе килнĕ виçĕ çемьене вырнаçтарнă вырăнти власть хуçисем. Çыннисене пăхмалла, тăрантармалла пулнă. Ленинград çыннисене вĕсен килне вырнаçтарсан София Семеновнăна Утаркасси айĕнчи Сăр шывĕ хĕррипе оборона линине тунă çĕре ĕçлеме янă. Çынсене ялти çуртсене пурăнма янă. Амăшне улăштарма София Николаевна та кайса çав йывăрлăха курнă. Кил хуçисем (Немцовсем) çынсене хĕлле те тултах урасене хывтарса (çăпатасене салттарса) кĕртнĕ. Йĕпеннĕ çи-пуçа типĕтме те май пулман.
Ял çыннисем "халăх тăшманĕн" çемйин-чен хăранă, вĕсенчен пăрăннă, хутшăнма хăранă. "Пирĕн пата никам та пыман, хамăр та никам патне те кайман, Турханти кукаçсем патне кайнисĕр пуçне", - аса илет халь София Николаевна.
Çитменнине, ялти бригадир (София Николаевна ăна ятранах асăнать) Федор Иванович Тарасов тенĕскер, партиец, фронтран аллине çăмăллăн амантса килнĕскер, кашни тĕл пулмассерен е вĕсен тĕлĕпе иртсе кайнă чух София Семеновнăна: "Враг народа, враг народа", - тесе иртсе çỹренĕ. Тем вăхăт çакăн пек мăшкăлласа кỹрентернипе тăвăнса çитнĕ София Семеновна, нимĕн тума аптранипе, бригадир умĕнче, халăх куçĕнчех камитлесе ташланине халĕ те аса илет ветеран. Уйпуç шкулĕнчен вĕренсе тухнă хĕрачан малалла вĕренес туртăм пысăк пулнă. 8-мĕш класа вĕренме кĕме вăл Кăмаша ялĕнчи шкула кайнă, анчах та унта çỹреме инçе, майĕ те пулман. Хĕрача Атнарти шкула кайса пăхнă, ăна унта вĕренме илмен. Хыççăн вăл Чутайри шкула кĕме шутланă, анчах кунта та ăна йышăнман. Каярахпа Чутай шкулĕнче каçхи шкул уçнă пулнă.
София Николаевна каçхи шкулăн 8-мĕш класĕнче вĕренме тытăннă. 9-мĕш класа куçсан ăна яланхи шкула вĕренме куçарнă. София Николаевна аса илнĕ тăрăх, çав çулсенче Чутай шкулĕн директорĕ Илья Николаевич Яштайкин пулнă. Районти учительсене репресси вăхăтĕнче нумайăшне тытса хупнипе шкулсенче вĕрентме учительсем çитмен. Çавна шута илсе пулĕ, И.Н.Яштайкин директор 10-мĕш класра вĕренекенсене учитель пулма пĕчĕккĕн хăнăхтарма методика мелĕсемпе паллаштарма тытăннă. 10-мĕш класран вĕренсе тухнисене нихăшне те алла документ паман, пурне те шкулсене учительте ĕçлеме вырнаçтарнă. Çапла вара София Николаевна историпе чăваш чĕлхине вĕрентекен пулса тăнă.
Тăхăнмалли нимĕн те пулман, урара çăпата, çире хура сăхман. "Çăпати те питĕ хăвăрт çĕтĕлетчĕ", - тет вăл. "Халăх тăшманĕ" ят илнĕ çемьере çитĕннĕ хĕр-учителе шкулта та нумай кỹ-рентернĕ чунсăр этемсем. "Çын мăшкăлне тỹссе мĕн чуль макăрман-ши? Çапах та пур ĕçе те тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшаттăм", - аса илет София Николаевна. "Халăх тăшманĕн" ачине куçран вĕçертмен, асăрхасах тăнă, ура хурса такăнтарма тăрăшнă, тĕрлĕрен чăрмавсем шутласа кăларнă. Уйрăмах София Николаевна шкулти завучра ĕçлекен Галина Васильевна Степанована кỹренсе асăнать. Вăл завуч пулнисĕр пуçне шкулти парти организацийĕн секретарĕ, 6-мĕш класс ертỹçи пулнă. Вăл районти парти райком секретарĕн арăмĕ пулнă, çавăнпа пулинех хăйне шкулта хуçа пек тыткаланă, иртĕхнĕ, пуян та капăр тăхăннă. Ытти учительсем начальник арăмĕсем, эвакуаципе килнĕскерсем пулнă.
1947 çулта, вунă çул лагерьте пулнă хыççăн, ашшĕне хăйне лайăх тыткаланăшăн темиçе уйăх маларах ирĕке кăларнă. Ашшĕ килнине пĕлсен София Николаевна çав кун киле иртерех каясшăн пулнă. Анчах парторганизаци секретарĕ Галина Васильевна çакна пĕлсе тăрсах шкулти комсомол организацийĕн пухăвĕ каçхи ултă сехетре пулмаллине палăртнă. София Николаевна каланă тăрăх, вăл пĕрремĕш хут парти секретарĕ каланине итлемен, ашшĕне курма киле тухса чупнă. Ун чухне вăл шкулти комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Тепĕр кунне пуху туса София Николаевнăна комсомол организацийĕнчен кăларнă.
50-мĕш çулсен вĕçĕнче София Николаевна Шупашкара республикăри дирек-торсен канашлăвне каять. Ун патне Чутай шкулĕнче пĕр вăхăтра ĕçленĕ завуч, шкулти парторганизацин секретарĕ пулнă райком ĕçченĕн арăмĕ Галина Васильевна Степанова чупса пырать. "Тĕлĕннипе çăварне карса пăрахнă", - аса илет хисеплĕ ватă педагог. "Эсĕ те директор-и? Мĕнле майпа? Ăçта?" - ыйтать вăл ĕненмесĕр. "Çапла, директор", - лăпкăн хуравлать сăпайлă çын.
София Николаевнăна çине тăрса кỹрентерекен этем те пĕр районта шкул директорĕнче ĕçленĕ иккен.
Ашшĕ лагерьтен киле "кĕнекесем илме тесе" çырупа темиçе хут укçа чиксе янă пулнă. Укçине килте пĕр-икĕ хутчен те илнĕ, каярахпа ăна ялти почтальонсем паман.
Партин 20-мĕш съезчĕ хыççăн отпускри учительсене шкула чĕнсе "Уçă çыру" вуласа панă. "Уçă çырура" съезд йышăнăвĕпе репресси вăхăтне сивлени, айăпсăр айăпланнисене таса ята тавăрса памалли çинчен каланă-мĕн. София Николаевна тỹрех çак хыпара киле çитсе ашшĕне пĕлтерме васканă. "Çак хыпара илтсен атте кăшкăрсах макăрса ячĕ", - аса илет халь хисеплĕ ватă.
Николай Дмитриевича реабилитаци хутне парсан икĕ уйăхшăн ĕç укçи панă. Киле таврăнсан ялта хăйĕн килĕнчех фельдшер пунктне уçнă, çынсене сыплеме тытăннă. 60 çула çитсен, 1957 çулта, вăл пенси çине тухнă. Пенси çинче пулсан та ял халăхĕ тăтăшах ун патне çĕрле те, кăнтăрла та пулăшу ыйтма çỹренĕ. Хĕрарăмсен ача çуратмалла-и е кам та пулин чирлесе ỹкнĕ-и - Николай Дмитриевич нихăçан та инкеке лекнĕ çынсене пулăшмасăр тăман. Николай Дмитриевич Майровский 1976 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлать. Шăпах çак кун, 1937 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче, ăна арестленĕ пулнă. Вунă çул - 1937-1947 çулсем - унăн пурнăçĕнче тарăн суран, хура йĕр хăварнă, пурнас кун-çулне кĕскетнĕ. Суя элекпе, кỹренỹпе тăвăннă чун-чĕре, паллах, хавшамасăр иртмен. Мĕн чуль ĕмĕт, шанăç сỹнсе çухалнă, мĕн чухлĕ ырă ĕç пурнăçланаймасăрах путланнă. Çунтарса кĕллентернĕ ашшĕ-амăшĕн хурлăхлă пурнăçĕ пĕртен-пĕр хĕрĕн, мăнукĕсен чĕрине те, пурнăçне те амантса, суранлатса хăварнă. Тен, çавна пулах вĕсен пурнăç çулĕнче те, шăписенче те тĕрлĕрен пăтăрмах, инкек-синкек сике-сике тухнă, савăнса, саркаланса, ырă кăмăл-туйăмсен ăшшинче киленсе пурăнма чăрмантарнă.
София Николаевна Чутай шкулĕнчен 1943 çулта вĕренсе тухнă, çак шкултах пилĕк çул историпе чăваш чĕлхине вĕрентекенре ĕçленĕ. Анчах салтакран таврăннă Уйпуç каччипе Николай Анисимович Ульяновпа (1924-1976 çç.) мăшăрланнă хыççăн вăл унти шкула ĕçлеме куçнă. Унта вăл ватăлса тивĕçлĕ канăва тухичченех учительте, çирĕм çул ытла завучра, шкул директорĕнче ĕçленĕ. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Темиçе хутчен те ял тата район Канашĕн депутатне суйланнă. София Николаевна Ульянована (Майровские) çỹлти Турă вăрăм кун-çул панă, анчах та нуша-тертне те ытлашшипех тултарнă, телейне пама хĕрхеннĕ темелле. Çапах та хĕн-асапне, йывăр хуйхи-суйхине çынна кăтартмасть, нăйкăшмасть ватă хĕрарăм, пурнăçа юратаслăх туйăмне чакармасть.Чăннипех те паттăр, çирĕп, ырă кăмăллă çын вăл. "Пăтăрмахлă, хăрушă 37-мĕш çулсем иртсе кайнăшăн савăнатăп, пирĕн çемье курнă хĕн-хур, асап, кĕренỹ, мăшкăл, чунсăрлăхпа тискерлĕх нихăçан та, никамăн чун чĕрине ан аманттăрччĕ. Нумай çул тĕрĕсмарлăх тĕнчинче иртнĕ пулин те,таса ята,чыса тавăрса пани кăмăла çĕклет", - тет хисеплĕ ветеран.
Александр ТРОФИМОВ.
Источник: "Пирěн пурнăç"