02 ноября 2016 г.
Çĕр ĕçченĕ уй-хир ĕçĕсене вĕçлерĕ. Çавна май ырă йăлана малалла тăсса паян, ноябрĕн 2-мĕшĕнче, 10 сехетре районти Культура çуртне пухăнса ялхуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетĕпĕр. Хамăр алăпа туса илнĕ апат-çимĕçе тата пахча çимĕçе "Кĕр парнисем" куравра хаклăпăр. Çавăн пекех савăнăçлă лару-тăрура ĕç ăмăртăвĕнче мала тухнă механизаторсемпе водительсене, дояркăсене, выльăх пăхакансене, тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене тĕрлĕ наградăсемпе чыслăпăр. Вăя хурса ĕçленипе пулнă кăтартусем кăçал та япăх мар: 10 пин ытла тонна тыр-пул, 316 тонна çĕр улми пухса илтĕмĕр, кĕрхи культурăсене 2051 гектар акса хăвартăмăр, 3 пин ытла гектар кĕрхи çĕртме турăмăр, выльăх-чĕрлĕх валли те апат çителĕклĕ янтларăмăр.
Владимир ХРАМОВ, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"