02 ноября 2016 г.
Октябрĕн 28-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри малта пыракан ялхуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе тĕл пулнă. Унта сăмах ялхуçалăх аталанăвĕ, производство хăвачĕсене ỹстересси тата татса памалли ыйтусем пирки пынă. Ялхуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем хăйсен ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарнă.
"Коминтерн" ЯХПК председателĕ Альбина Новикова производство кăтартăвĕсем ỹсни çинчен каланă, ĕнесен хисепне ỹстерес шутпа çĕнĕ ферма тума тĕллев лартнине пĕлтернĕ. "Малтан ĕне ашĕ туса илесси тăкаклă тесе çирĕплететчĕç. Анчах та çамрăк пăрусене ỹстерсе сутма - рентабельлĕ. Халĕ эпир производство калăпăшне ỹстерме палăртатпăр", - тенĕ Альбина Борисовна тĕлпулура. "Сирĕн плансене эпир хапăл кăна, вĕсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатпăр", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх, аш туса илесси рынокра питĕ кирлине палăртнă.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"