09 ноября 2016 г.
Иртнĕ юнкун ялхуçалăх ĕçченĕсем савăнăçлă лару-тăрура хăйсен професси уявне паллă турĕç, ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç. Çавна май районти Культура çуртне ялхуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем, тыр-пул ỹстерсе, аш-какайпа сĕт туса илекенсем, фермерсем, апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем пухăнчĕç. Ялхуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетнĕ çĕре Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров тата кỹршĕллĕ районсен администрацийĕсен представителĕсем, ялхуçалăх ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç. Уявăн официаллă пайĕ пуçланас умĕн вĕсем ял ĕçченĕсем ỹстерсе илнĕ пахча çимĕç тата районти предприятисенче туса кăларакан продукци куравĕпе паллашрĕç.
Ăнăçлă çулталăк
Çĕр ĕçченне халалланă уява штанашсен фольклор ушкăнĕ чăваш юррипе уçрĕ. Унтан "Алран кайми аки-сухи" юрра пухăннисем ура çине тăрса итленĕ хыççăн район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Храмов кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕ-семпе паллаштарчĕ, çĕр ĕçченĕсемшĕн çулталăк ăнăçлă иртнине пĕлтерчĕ. Ялхуçалăхне патшалăх 25 миллион тенкĕлĕх пулăшу панине, вăл шутра федераллă бюджетран 20 миллион, республика бюджетĕнчен 5 миллион тенкĕ пулăшу килнине каларĕ.
Ял çыннисем патшалăх хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитсемпе активлă усă кураççĕ, кăçал 224 уйрăм хуçалăх 41 миллион ытла тенкĕ укçа илнĕ, унпа выльăх-чĕрлĕх, техника туянма, стройка тума усă курнă.
Владимир Храмов кăçал агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсем тăхăр уйăхра 125 миллион тенкĕлĕх (104 процент) продукци туса сутнине, 25 миллион тенкĕ таса тупăш илме пултарнине палăртрĕ.
Ялхуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсем уйăхне вăтамран 15 пин ытла тенкĕ илеççĕ. Çав хушăрах "Коминтерн" ЯХПК-ра ĕç укçи районти вăтам шайран та пысăкрах, унта ку кăтарту 20 пин тенкĕпе танлашать.
Çулран-çул районта ялхуçалăх культурисен тухăçĕ ỹссе пырать, çакă хуçалăхсем инноваци тата энерги перекетлекен технологисене тăтăшах ĕçе хывса, кĕртсе пынипе çыхăннă. Уйрăмах ку енĕпе ăнăçлă ĕçлекен, кăçалхи тыр-пул тухăçĕ районăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах пулнă "Коминтерн" (гектар пуçне 26,2 центнер), "Нива" (24,5 ц), "Свобода" (24,3 ц) тата Н.Лисаев хресченпе фермер (24,8 ц) хуçалăхсене палăртмалла.
Районĕпе кăçал пĕтĕмпе 1429,12 тонна аш-какай (чĕрĕ виçепе) тата 16081,5 тонна сĕт (вăл шутра ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 614 тонна аш тата 3493,88 тонна сĕт) илнĕ. Выльăх- чĕрлĕх продукцийĕ туса илес енĕпе те маларах асăннă виçĕ хуçалăха ырăпа асăнмалла. "Коминтерн" ЯХПК аш-какай илес тĕлĕшпе район тỹпинче 81 процент йышăнать. Лайăх ĕç кăтартăвĕ чи малтанах ĕçе пĕлсе, яваплăха туйса пурнăçланипе çыхăннă.
Ĕçне кура - хисепĕ
Йăлана кĕнĕ йĕркепе уявра ĕçре пысăк кăтартусем тунă, тăрăшулăхпа палăрнă ĕçченсем, производствăра малта пыракансем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç. Çăмăл мар, анчах та хисеплĕ ĕçре тăрăшакансенчен сумлă наградăна - "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ята - "Аккозинское" ЯХПК тракторисчĕ Вячеслав Кудряшов тивĕçрĕ. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе "Коминтерн" ЯХПК слесарь-электрикне Владимир Майорова, Хĕрлĕ Чутай райповĕн сĕт хатĕрлекенне Надежда Бродюкована, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе район администрацийĕн информаци ресурсĕсен тĕп специалистне Лариса Зайцевана, "Свобода" колхозăн ертỹçине Валериан Бромбина, "Нива" ЯХПК водительне Андрей Воронова, "Коминтерн" ЯХПК трактористне Сергей Мадебейкина тата рабочине Нина Григорьевана, ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕпе "Свобода" колхозри Полина Скворцова рабочие тата "Коминтерн" ЯХПК-ри Александр Юманкин выльăх пăхакана чысларĕç.
Районăн обществăпа политика пурнăçĕнче активлă пулнăшăн "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвне "Свобода" колхоз тракторисчĕ Александр Токарев тата "Нива" ЯХПК выльăх пăхаканĕ Светлана Уракова тивĕçрĕç. Савăнăçлă уявра Тури Çĕрпỹкассинче пурăнакан, пĕтĕм пурнăçĕпе ĕç-хĕлне ялхуçалăхне халалланă Иван Никифорович Никифорова "Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ" сумлă ят парса чысларĕç.
Тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн районти потребительсен Канашĕн Тав çырăвне тата укçа сертификатне "Аккозинское" тата "Нива" ЯХПК-сен ертỹçисем Алексей Ивановпа Владимир Мурайкин, Атнар, Питĕркасси, Хусанушкăнь ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Александр Кузнецов, Валерий Михуткин, Любовь Кузнецова тивĕçрĕç.
Уяв мероприятийĕнче çавăн пекех ялхуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕç ăмăртăвĕнче çĕнтернисем район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Ялхуçалăх таварне туса илекенсем тата механизаторсем хушшинчи ăмăртура ỹсентăран тата выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн производствинчи чи лайăх кăтартушăн "Коминтерн", фермерсем хушшинче Н.Лисаев фермер хуçалăхĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.
"Вырма чемпионĕ-2016" ята "Агрос-530" комбайнпа 1375,75 тонна тырă вырса илнĕ "Коминтерн" ЯХПК комбайнерĕ Илья Пономарев тата çак хуçалăхри "Нива" СК-5 комбайнпа 706 тонна тырă вырса илнĕ Станислав Никифоров, "Полесье" комбайнпа 1099,4 тонна тырă вырса илнĕ "Нива" ЯХПК комбайнерĕ Андрей Чеченешкин тивĕçрĕç. Тырă турттаракансем хушшинче "Нива" ЯХПК водителĕ Илья Афанасьев (1431,4 тонна), кĕрхи культурăсене акса хăварнă çĕрте Н.Лисаев фермер патĕнче МТЗ-82 тракторпа ĕçлекен, 450 гектар акнă Николай Куликов çĕнтерчĕç.
Тракторист-машинистсем хушшинче çĕнтернисем çаксем: "Коминтерн" ЯХПК тракторисчĕсем - Юрий Татаров "Джон Дир" тракторпа 1847,99, Алексей Туйманкин ДТ-75 тракторпа 1043,45, Алексей Андреев МТЗ-82 тракторпа 1074,02 условнăй эталон гектар ĕç пурнăçланă. Автомашина водителĕсенчен "Коминтерн" ЯХПК-ри Геннадий Игушкин КамАЗ автомашинăпа 123207 тонна-километр тиев турттарса мала тухнă. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте каллех "Коминтернри" Илья Пономарев "Полесье-850" комбайнпа 8930 тонна хытă тата сĕтеклĕ йышши апат хатĕрлесе çĕнтерчĕ. Вырма ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе ялхуçалăх организацийĕсен агрономĕсем хушшинче те чи пысăк тухăç илессипе çак хуçалăхăн агрономĕ Николай Воронов палăрчĕ, хуçалăх гектар пуçне 27,1 центнер тĕштырă илнĕ.
Район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ ытти ĕçченсемпе, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе хаçатăн çитес номерĕсенче тĕплĕнрех паллаштарăпăр. Уяв программи вĕçĕнче ял ĕçченĕсем районти театр пултарулăх коллективĕсем "Асамлă чаршав" фестивальте кăтартнă спектакльсен чи интереслĕ сыпăкĕсене курма пултарчĕç.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"