09 ноября 2016 г.
Салтак арăмĕсем районта сахаллансах юлчĕç. Вĕсенчен пĕри çырмаллă ялта, Иккĕмĕш Хурашашра, пурăнать. Кинемее Елена Сергеевна Афанасьева тесе чĕнеççĕ. Вăл хăйĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. 94 çула кайнă ватă хăйне аван туять-ха, кĕçĕн мăнукĕсене тата вĕсен ачисене пăхса савăнать.
Çуллахи вăхăтра ялта, хĕллехи кунсене хулара ирттерет. Пĕр вырăнта ларма хăнăхманскер ăшă кунсенче яланах картишĕнче, пахчара чаваланать: сыснасене валли выльăх кăшманĕ тураса хатĕрлет, садра панулми пуçтарать. Ĕçлеме вăйĕ çитмесен те унта мĕн акни-лартнипе кăсăкланать, тулли нỹхрепсемпе путвалсене курса савăнать. Утса пынă май куç тĕлне пулнă çумкурăка çумласа пăрахмасăр чунĕ чăтмасть тата. Хăйĕн ĕмĕрне колхозпа çыхăнтарнă ватă, пăрусем пăхнă. Çав ялти каччăпах, Серафим Васильевичпа, çемье çавăрнă. Ун хыççăн унăн мăшăрне çапăçу хирне кайма тỹр килнĕ. Унтан таврăнсан нумай та пурăнайман вăл. Çамрăк хĕрарăм пĕчченех сакăр ачине тивĕçлĕ воспитани панă, ура çине тăратнă. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, çынсене хисеплеме вĕрентнĕ. Пурте çемьеллĕ ĕнтĕ.
- 37 çул ĕнтĕ кинĕмпе пĕр чĕлхе тупса пурăнатпăр. Хальччен ачамсем те, кинĕм те пĕр сивĕ сăмах та каласа курман. Ылтăн кинĕме Турă çỹлтен пăрахса панă. Те терт-нушине самай курнăшăн, - тет ветеран. Çапла, хастар та тăрăшуллă, ĕмĕр йывăр ĕçре пиçĕхнĕ хĕрарăм паянхи кун хăйне лайăх туять. Хăлхи япăхрах илтет пулин те ял пурнăçĕпе интересленсех тăрать, уявсене тухать.
А.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"