09 ноября 2016 г.
Райадминистрацин ЗАГС пайĕ кăçалхи 10 уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, кăçал районта çуралакансем те, вилекенсем те, çемье çавăракансем те, уйрăлакансем те сахалрах. Çулталăк пуçланнăранпа районта кăçал 102 ача (55 арçын ача, 47 хĕрача) çуралнине регистрациленĕ, пĕлтĕр 10 уйăх хушшинче 117 ача çуралнă пулнă.
Ашшĕ-амăшĕ кăçал ывăлĕсене ытларах Арсений, Максим, Александр ят хума кăмăлланă, хĕрĕсене - Анастасия, Анна, Ульяна. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 284 çын вилнине регистрациленĕ: вунă уйăх хушшинче 153 арçынпа 131 хĕрарăм çут тĕнчерен уйрăлнă. Пĕлтĕр çак вăхăтра 293 çын вилнĕ пулнă.
Палăртмалла, хĕрарăмсем вăтамран 79 çул пурăннă, арçынсем - 62 çул. Туй юрри те кăçал районта пĕлтĕрхинчен сахалтарах янăранă: вунă уйăх хушшинче 40 мăшăр пĕрлешнине регистра-циленĕ, пĕлтĕр вара 65 пулнă.
Кăçал январь-октябрь уйăхĕсенче 26 çемье арканнă, пĕлтĕр вара 38 мăшăр уйрăлнă пулнă. Паллах, вилекенсемпе уйрăлакансен шучĕ пĕлтĕрхинчен сахалрах пулни савăнтарать. Анчах та çав хушăрах ачасем сахал çурални, мăшăрланакансем сахал пулни шухăша ярать.
А.ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"