11 ноября 2016 г.
Ака вăхăтĕнче вăрлăх, удобрени турттарать, çулла выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте вăй хурать, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе апатпа тивĕçтерет, çав хушăрах техника юсавлăхĕшĕн тăрăшать. "Аккозинское" ялхуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлекен Вячеслав Кудряшовăн кун йĕрки 37 çул ĕнтĕ шăпах çавăн пек иртет.
Вячеслав Александрович Тури Çĕрпỹкассинче çуралса ỹснĕ, çак ялтах пурăнать, мăшăрĕпе икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех, 1964 çултан пуçласа, вăл пушă вăхăтра ашшĕ-амăшĕпе Ленин ячĕллĕ колхозăн улттăмĕш бригадинче ĕçленĕ. Официаллă майпа вара колхоза 1972 çулта кĕнĕ. ДОСААФ-ран вĕренсе тухсан машинăпа трактор паркĕнче слесарьте ĕçлеме пуçланă. Салтака кайса килсен те колхозах таврăннă. 1979 çулта çамрăк тракториста Т-16 трактор шанса панă. Çавăнтанпах вăл çак ĕçре.
Пултаруллă механизаторăн аллинче кирек епле ĕç те ăнать, кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. 17 çул хушши ĕнтĕ Вячеслав Александрович районти малта пыракан механизаторсенчен пĕри шутланать. Хăйне хушнă, шаннă ĕçсене вăл яваплăха туйса пурнăçлать, техникăна юсавлă тытать, йĕркене пăсни пулман. Çавăнпа хуçалăх администрацийĕ те унăн ĕçĕпе кăмăллă. Юлашки виçĕ çулта вăл уйрăмах пысăк кăтартусем тунă. Иртнĕ çул, сăмахран, 1380 эталон гектар чухлĕ, кăçалхи тăхăр уйăхра 990 эталон гектар ĕç пурнăçланă. Çавăн пекех çунтармалли-сĕрмелли материалсене, саппас пайĕсене самай перекетленĕ.
Ĕçне кура вăл хуçалăхăн, район администрацийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Кăçал акă унăн сăнне районти Хисеп хăми çинче курма пулать. 2016 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче вара ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе Вячеслав Кудряшова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă. Çак çитĕнỹ, паллах, ĕçе юратнипе, яваплăха туйса, чуна парса ĕçленипе пулнă. Çав хушăрах Вячеслав Александрович сцена ăсти шутланать. Мăшăрĕпе Галина Александровнăпа иккĕшĕ те юрра-ташша ăста. Вĕсемсĕр районта пĕр культура мероприятийĕ те иртмест.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"