АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвалла пулсан та - малалла

11 ноября 2016 г.

Хусанушкăнь тăрăхĕнче район хаçатне юратса вулакансем сахал мар. Акă Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнче пурăнакан Ольга Васильевна Филиппова çак кунсенче 91 çул тултарчĕ. Апла пулин те вăл район тĕкĕрĕпе чылай çул туслă ĕнтĕ. Районта мĕн пулнине пĕлсех тăрать ватă. Кинемей хĕрĕ-пе пурăнать, Надюша кĕçĕн мăнукне пăхса пулăшать.

Ольга Васильевна хăйĕн ĕмĕрне колхоз ĕçĕпе çыхăнтарнă, фермăра сурăхсем пăхнă. Мăшăрĕ, Николай Егорович, час çĕре кĕнĕ пирки хĕрарăм пĕчченех виçĕ ачине - икĕ хĕрпе пĕр ывăла - ура çине тăратнă, пĕчченех виçĕ çурт лартма вăй-хал çитернĕ. Пурнăç темĕнле йывăр килсен те ачисене куççуль кăтартман, вĕсене те чунпа çирĕп пулма хăнăхтарнă. Кашни кунах ĕçе çỹресен те сыснисене çăвăрлаттарнă, выльăх-чĕрлĕхне пăхнă. "Ача чухнех йывăр тиврĕ, Чулхулана вăрман ĕçлеме çывăраканскерсене тăратса кăларса яратчĕç вĕт, - чунне уçать ĕçпе пиçĕхнĕ ветеран.

- Мана кура ачасем те тăрăшуллă. Урам тăрăх чупса çỹрес шухăш пулман вĕсен. Ĕçрен таврăннă çĕре килте яланах типтерлĕччĕ, вĕри апат та хатĕрччĕ. Мĕнле çитĕннине сиссе те юлаймарăм, ара, иртен пуçласа каçченех фермăра тар тăкнă вĕт".

Çапла, терт-нушине самаях тутаннă Ольга Васильевна. Анчах нихăçан та йывăрлăхсене парăнман, малаллах талпăннă. Паянхи кун ĕç ветеранĕ мăнукĕсен тата кĕçĕн мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнать.

А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика