АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районăн хисеплĕ гражданинĕ

16 ноября 2016 г.

 Районти ял ĕçченĕсен професси уявĕнче "Районăн хисеплĕ гражданинĕ" хисеплĕ ята тивĕçнисен йышĕ хушăнчĕ. Район пухăвĕн депутачĕсен йышăнăвĕпе хальхинче "Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ята Тури Çĕрпỹкассинче пурăнакан, пĕтĕм пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тăван района, ялхуçалăхне, ял ĕçченĕн ыйтăвĕсене татса парассине халалланă Иван Никифорович Никифоров тивĕçрĕ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл килмен унăн. Çапах та вăл умри йывăрлăхсене сирсе вĕренме тăрăшнă, ахаль ĕçченрен ертỹçĕне çитнĕ. Пуçаруллă пулни, хресчен ĕçне чунпа парăнни ỹсĕмсем тума май панă. Палăртмалла, çак ята район умĕнче пысăк ĕçсемпе палăрнă, район ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă, тăван ен аталанăвне уйрăм, пысăк тỹпе хывнă çынсем кăна тивĕçеççĕ.

Ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ

Вăрçă пуçланнă çул ашшĕ вилсе кайнă. Иван Тури Çĕрпỹкассинчи пуçламăш шкула çỹреме пуçланă. Тăхăр çултах çăпата хуçма вĕреннĕ, çăпата туса Выл пасарне кайса сутнă, укçипе кĕнеке-тетрадь туяннă. Юман çăпанĕнчен чернил хатĕрленĕ. Пĕрремĕш Хурашаш ялĕнчи шкула пилĕк çухрăма çуран утнă. Хĕлле тул çутăлса çитичченех çула тухма тивнипе ача-пăча кăмрăкпа краççын хутăшĕ ярса çутнă консерв банкине йăтса пынă. Çакă умри çула çутатма кăна мар, кашкăр-кашамансене хăратма та пулăшнă. "Вăрçă çулĕсенче ĕрчесех кайнăччĕ тискер чĕрчунсем, çынсенчен те хăрамастчĕç, пирĕн умранах чупса иртетчĕç", - аса илет вăл. Вăтам пĕлỹ илес килни ăна Штанашри шкула илсе çитернĕ. Ун чухне вĕреннĕшĕн çулталăкне 150 тенкĕ тỹлеттернĕ. Вăл вăхăтра самай пысăк укçа. - Анне Штанаша апат-çимĕç тултарса пыратчĕ. Эпĕ выçă ларасран йĕпе-сапаллă, сивĕ çанталăка пăхмасăр 12 çухрăм утнă вăл. Мана вĕрентсе кăларассишĕн вăй-халне шеллемен. Унăн ĕмĕтне шанăçа кăларассишĕн кайран аслă шкул та пĕтертĕм.

Колхоз ĕçченĕ, ертỹçĕ, депутат

Иван Никифоров колхоз, комсомол ĕçченĕ, "Путь Ленина" колхоз ертỹçи, Тури Çĕрпỹкасси ял Канашĕн ĕçтăвком председателĕ, колхозри партком секретарĕ пулнă. Тỹрĕ кăмăллă, хастар çамрăк ыттисене те хăй хыççăн туртнă. - 1961 çулта мана, 27 çулхи çамрăка, "Путь Ленина" колхоза ертсе пыма хушрĕç. Халăхпа малтанхи хут çураки ирттерме тиврĕ. Хумханнипе çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймастăм, уй-хиртен кĕме пĕлмен. Хальхи пек техника пулман вăл вăхăтра. Апрель уйăхĕнче ака-сухана тухрăмăр та çу пуçланнă тĕле уй-хир ĕçĕсене йăлтах вĕçлерĕмĕр. Çав çул тухăç та ăнса пулчĕ. Ун чухне çĕр ĕçченĕсене шалу паман. Эпир вара пĕр ĕç кунĕ пуçне 20 пус хушса тỹлерĕмĕр. Удобрени вырăнне шурлăхлă вырăнсенчен торф кăларса ăна хире турттараттăмăр. Вăрман хăртса тырă акма уй хатĕрлерĕмĕр. Кĕтỹ кĕтме вырăн сахалланса юлнăшăн çынсем кăмăлсăрланчĕç, паллах. Колхозра 4 гектар çинче хăмла лартса хăвартăмăр. "Симĕс ылтăнран" пысăк тупăш илме тытăнтăмăр. Тăватă çул ертсе пытăм çак колхоза, - аса илет Иван Никифорович. Ун хыççăн Иван Никифоров "Марксист", "Свобода", "Аккозинское" хуçалăхсене ертсе пынă. Юлса пыракан предприятисене йывăрлăхран туртса кăларса республика шайне çĕклеме пултарнă. Кирек ăçта та хăй хыççăн ырă йĕр хăварнă. Вăл тăрăшнипе çăкăр завочĕ, çĕвĕ цехĕ, сĕт-çу фермисем, мастерскойсем, хваттерсем хута кайнă, чылай яла газ, çул çитернĕ. Рынок тапхăрĕнче укçа енчен йывăрланма пуçласан хăйсен продукцине выр-наçтарма çĕнĕ çулсем шырама пуçланă. Продукцие Казахстан таранах ăсатнă. Колхозниксене вăрман касма, ытти хулана заводсене ĕçлеме янă. Уншăн хуçалăха техника, йывăç тата ытти тавар килнĕ. Вĕсене сутса укçа тунă. Бартерпа хуçалăх валли строительство материалĕсем, саппас пайĕсем улăштарса илнĕ.

Иван Никифорович ертсе пынă çулсенче унччен кая юлса пынă "Марксист" колхоз лайăх ĕçлекенсен шутне кĕнĕ. Ку хуçалăха Иван Никифоров 1981-1990 çулсенче ертсе пынă. 12-мĕш пилĕкçуллăхра хуçалăх укçа-тенкĕпе техника никĕсне 305 процент, пĕтĕмĕшле продукци туса илессине (хуçалăхăн кашни ĕçченĕ пуçне) 252 процент таран ỹстернĕ, 100 гектар çĕр пуçне 169 процент аш, 170 процент сĕт туса илнĕ. Колхозра 60 ĕç вырăнĕллĕ çĕвĕ цехĕ ĕçленĕ, 28 çын колхоз тунă çăкăр заводĕнче çăкăрпа булка изделийĕсем пĕçернĕ.

"Свобода" колхоза вăл 1990-1995 çулсенче, "Аккозинское" ЯХПК-на 1995-1999 çулсенче ертсе пынă. Çав çулсенче хуçалăхсем производствăпа экономикăн пур кăтартăвĕсемпе те районта пĕрремĕш е иккĕмĕш вырăн йышăннă. Республикăри лайăх хуçалăхсен шутĕнче пулнă. Кашни гектар пуçне: типĕ хăмла - 17,3 центнер (1993 çулта "Свобода" колхоз республикăра пĕрремĕш тухнă), тыр-пул - 42 центнер (1997 çулта "Аккозинское" районта пĕрремĕш вырăн йышăннă), çĕрулми - 174 центнер (1991 çулта "Свобода" колхоз - пĕрремĕш), аш-какай - 100 гектар çĕр пуçне 248 центнер (1992 çулта "Свобода" колхоз районта - пĕрремĕш), сĕт - 100 гектар çĕр пуçне 714 центнер (1997 çулта "Аккозинское" ЯХПК районта - пĕрремĕш) илнĕ. "Свобода" колхозра рабица сеткин производствине, суту-илỹре усă курмалли ахаль сеткăсем çыхассине йĕркеленĕ пулнă. "Аккозинское" хуçалăхра вара хуратул кĕрпин производстви ĕçленĕ, тĕрлĕ сортлă çăнăх, отрубь авăртнă, çунашкасем ăсталанă. "Марксист" тата "Свобода" колхозсенче утар йĕркелесе янă. "Свобода" колхоз 1993 çулта, "Аккозинское" ЯХПК 1996 тата 1997 çулсенче производствăпа экономикăри пысăк кăтартусемшĕн Чăваш Республикин Дипломĕсене тата премие, МТЗ маркăллă виçĕ трактора илме тивĕçнĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсен ĕçченĕсем хĕлле те, çулла та ĕçсĕр ларман. Вĕсене вăхăтра ĕç укçи, отпуск тата 13-мĕш ĕç укçи тỹленĕ. Сăмахран, 1989 çулта "Марксист" колхозра вăтам ĕç укçи (хуçалăхпа) 209 тенкĕпе танлашнă (районта пĕрремĕш вырăн).

Çутçанталăк тусĕ

Иван Никифоров - М.А.Овчинников тата В.Н.Мерзлайкин ячĕллĕ преми лауреачĕ, ăна районти çутçанталăка хỹтĕлекен комитет панă. Иван Никифорович ертсе пынипе 1980 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалласа Сĕнтĕкçырминче 4 гектар, Кив Атикассинче 1982-1983 çулсенче 13 гектар çинче йывăçсем лартса парк йĕркеленĕ. Тури Çĕрпỹкассинче пур урамсенче те Çĕнтерỹ аллейисем лартнă. Хăй ĕмĕрĕнче эрозипе кĕрешес тĕллевпе 24 ытла пĕве тутарнă, йĕри-тавра йывăç лартнă. Штанаш тата Хурашаш юханшывĕсем урлă плотинăсем тунă. 140 гектар лаптăк çинче шăвармалли тытăм йĕркеленĕ. Çырма-çатрасен, пĕвесемпе аслă çулсен хĕррипе, урамсене йывăç-тĕм ларттарнă. Халĕ вĕсем вăрман пекех кашласа лараççĕ. Ырă пуçарăва ача-пăчана та явăçтарнă.

Çемье тĕрекĕ

- Çемьере килĕшỹ пулмасан çакăн пек çитĕнỹсем тунă пулăттăм-ши, калама йывăр, - сăмаха малалла тăсать ĕç ветеранĕ. - Килтен ир-ирех тухса кайнă та çĕрле çаврăнса çитнĕ. Ачасем эпĕ тухса кайнă чухне çывăрса юлатчĕç, таврăннă çĕре каллех çывăратчĕç. Кил-çурт, хушма хуçалăх Зоя Алексеевна мăшăрăм çине тиеннĕ. Мĕнле ĕлкĕрсе пынă-ши вăл? 2013 çулта Никифоровсем ылтăн туйне паллă тунă. Виçĕ ывăл пăхса ỹстернĕ вĕсем. Шел те, икĕ ывăлĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Паян ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ - Николай тата мăнукĕсем. Строитель ĕçне алла илнĕ ывăлĕ Шупашкарта пурăнать, ашшĕ-амăшне манмасть, пулăшсах тăрать. Никифоровсем вара хушма хуçалăхра, сад-пахчара тăрмашсах вăхăт ирттереççĕ. Иван Никифоров - сад-пахча ăсти. Мĕн кăна çук-ши? Иçĕмĕ, улмуççийĕ, хурлăханĕ... Тĕрлĕ сортлисем, çĕрулми сорчĕ кăна 10-ран иртет. Пурне те вăл юратса ỹстерет.

Халăх шанăçне тỹрре кăларса

Иван Никифоров 80-ран иртнĕ пулсан та общество ĕçĕнче хастар. Вăл - районти АПК ветеранĕсен ертỹçин çумĕ, Тури Çĕрпỹкасси ял Канашĕн депутачĕ. Пĕтĕмĕшле депутат стажĕ унăн 40 çултан та иртет. Суйлавçăсен шанăçне тỹрре кăларас тесе вăл нумай тăрăшнă, халĕ те тăрăшать.

- Кирек ăçта ĕçлесен те шанăçа тỹрре кăларма тăрăшнă. Çĕршыв, халăх интересĕ яланах малти вырăнта тăнă. Ертỹçĕ пуканне хамăн ырлăхшăн, пайта курассишĕн йышăнман. Çитĕнỹпе пĕрлех такăнасси те пулнă. Çапах утса тухнă çула пĕтĕмлетсе çакна калăттăм: манăн чунăм ыттисен умĕнче таса, - тет 1993 çулта "Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ Иван Никифоров.

Унăн ĕçĕсем курăмлă та мухтавлă. Çавна унăн тĕрлĕ наградисем - Хисеп хучĕсем, орденпа медальсем - аван çирĕплетеççĕ. Иван Никифоров пек пуçаруллă та ĕçчен çынсемпе Чутай çĕрĕ чăннипех мухтанма, мăнаçланма пултарать.

А.ДМИТРИЕВА.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика