16 ноября 2016 г.
Хусанушкăнь ял тăрăхĕ район центрĕнчен 20 çухрăмра вырнаçнă. Территорине кĕрекен çичĕ ялта 1952 çын шутланса тăрать. Шел пулин те, ытти çĕрти пекех кунта та халăх йышĕ чакса пырать. Кăçалхи демографи лару-тăрăвĕ те савăнтарсах каймасть, çуралаканнисенчен вилекеннисем икĕ хут нумайрах. Ялсенче ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ. Çамрăкĕсем ытларах - хулара, ялта - пропискăра. Апла пулин те ял пурăнать-ха, сывлать... Ку тăрăхри халăх юрă-ташăра та, ĕçре те çивĕч пулнипе палăрса тăрать. Вăйпитти çынсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, хушма хуçалăха аталантарса, унтан тупăш илсе пурăнма тăрăшаççĕ. Çакна çирĕплетме Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Кузнецова вун-вун тĕслĕх илсе кăтартма пултарать.
- Пирĕн тăрăхра хушма хуçалăхсем лайăх аталаннă, 10 пуç ытла ĕне тытакан та пур. Çĕрулми, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Чĕртавар сутса тупăш илеççĕ. Выльăх усракан хушăнса пынипе пĕрлех территоринчи пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем те сахалланса пыраççĕ. Вĕсем çинче ял ĕçченĕсем выльăх- чĕрлĕх валли нумай çул ỹсекен курăксем ỹстерсе илеççĕ, кĕтỹсем çỹретеççĕ. Выльăхсене халĕ "электрокĕтỹçе" пăхтарасси йăлана кĕрсе кайрĕ, унпа канлĕ те, çăмăл.
- Выльăх-чĕрлĕх нумай тытакансене камсене асăнма пултаратăр?
- Фермер ĕçне йĕркеленисенчен пĕри - Виктор Анатольевич Устинов. Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ май выльăх-чĕрлĕх йышне палăрмаллах ỹстерчĕ (22 пуç, унтан 10 пуç ĕне, 12 пăру), 37 гектар çĕр тара илчĕ. Пĕрремĕш Хурашашри Дмитриевсем 20 ытла пуç тытаççĕ. Çавăн пекех Сĕнтĕкçырми ялĕнче пурăнакан Надежда Андреевна Воробьевана та ырăпа асăнмалла. Пĕччен пуçăн вăл 9 ĕне, сыснасем тытать. 5 сысна амине çăвăрлаттарма вăй çитерет. Тĕрĕссипе, пурне те каласа çитерме те çук. Кашни килте тенĕ пекех выльăх 3-4 пуçран кая мар усраççĕ.
- Аякка ĕçлеме çỹрекенсем пур-и?
- Паллах, пур. Анчах та нумайăшĕ документпах ĕçлет, мăшăрсем вахтăпа улшăнса пĕри 15 кун, тепри - 15, ĕçлесе килеççĕ. Çапла килти хушма хуçалăха та тытса тăраççĕ. Унсăр пуçне ял тăрăхĕн, районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнакансем те чылай.
- Сирĕн ял тăрăхĕнчи çынсем районти ытти ялсенчен хăтлăрах пурăнни сисĕнет. Çакă ĕçлемесĕр пулмасть, паллах.
- Чăнах та, халăх лайăхрах пурăнма тăрăшни, унăн культура шайĕ ỹссе пыни сисĕнет. Нумайăшĕн килĕ-çурчĕ кирпĕчрен, çуртне газ, шыв кĕрет. Халăх лайăхран та лайăх пурăнма хăнăхса пырать. Культура сăмаха кил-çурта хăтлăлăх, тирпей-илем кỹрес енĕпе тĕпе хурса калатăп. Кил-çурта, ун умне илем кĕртесси, картишне чечек лартасси йăлана кĕрсе пырать. Сăмахран, Хусанушкăнчи Валентина Якимована, Пĕрремĕш Хурашашри Оксана Якимована, Тракушкăнчи Альбина Макарована, Сĕнтĕкçырминчи Николай Ванюшкина, Тихăнушкăнчи Геннадий Ярдыванкина палăртас килет.
- Тавтапуç калаçушăн.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"