18 ноября 2016 г.
Çак эрнере районти тухтăрсем халăха диспансеризаци витĕр кăларас ыйтусене тата çынсем вилнĕ сăлтавсене тишкернĕ. Ноябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне диспансеризаци планне 84,5 процент пурнăçланă. Çулталăк вĕçлениччен 519 çынна тĕрĕслеме палăртнă. Çынсем мĕн сăлтавпа вилнине те тишкернĕ. Сăмахран, ноябрĕн 1-10-мĕшĕсенче сакăр çын вилнĕ, вĕсенчен виççĕшĕ 60 çула çитмен. Вĕсенчен пĕри - сурана пула, тепри - сывлăш пỹлĕннипе, виççĕмĕшĕ шăнса вилнĕ, ыттисем эрех ĕçсе пурăннă пирки çут тĕнчерен уйрăлнă. 2016 çулта эрехпе тус-лă пулнипе 38 çын пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен 25-шĕ - вăйпитти çынсем. Иртнĕ çул 32 çын вилнĕ, 17-шĕ ĕçлеме пултаракан тапхăрти çынсем пулнă. Çапла, алкоголь чылай çын сывлăхне пĕтерет, пурнăçне кĕскетет.
Источник: "Пирěн пурнăç"