18 ноября 2016 г.
Ноябрĕн 16-мĕшĕнче районти пур ял тăрăхĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Шупашкартан килнĕ информаци ушкăнне ертсе пыракан, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ В.Н.Оринов район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.В.Башкировпа Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Район пуçлăхĕпе А.Ю.Степановпа Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.М.Павлов - Атнар ял тăрăхĕнче, Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Ю.В.Стройкова райадминистрацин культура, спорт тата архив ĕçĕн пай начальникĕпе А.Н.Самсоновпа - Пантьăк тăрăхĕнче, Чăваш Патшалăх Канашĕнче тăрăшакан Н.В.Прокопьева район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе А.В.Ярабаевапа - Кив Атикасси ял тăрăхĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн пай заведующийĕ М.Г.Кондратьев райадминистраци пуçлăхĕн çумĕпе Ю.В.Ямсковпа Мăн Этмен ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе курнăçрĕç. Вĕсем Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсене сỹтсе явнипе пĕрлех тĕрлĕ ыйту тавра та калаçрĕç. Информаци кунĕнче Ачкасси тата Пантьăк ял тăрăхĕнче пурăнакансем чăваш радионе итлеймен пирки пăшăрханнине пĕлтерчĕç, киватикассисем мотоблокпа çỹресси пирки сăмах хускатрĕç.
Хамăр корр.
Источник: "Пирěн пурнăç"