18 ноября 2016 г.
"ЕДИНАЯ РОССИЯ" политика партине туса хунăранпа 15 çул çитнĕ май партин ертỹçисем ноябрĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен вунăкунлăх йышăну кунне ирттерме палăртнă. Çавна май район администрацийĕнче, райпо çуртĕнче, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче халăха йышăнĕç. Унта асăннă партин членĕсем - район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район тата ял Пухăвĕн депутачĕсем - хутшăнса ял çыннисен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕç. Палăртатпăр, ноябрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн йышăну пỹлĕмĕнче (райпо çуртĕнче) район пуçлăхĕ А.Ю.Степанов 9 сехетрен пуçласа 11 сехетчен халăха йышăнĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ, "ЕДИНАЯ РОССИЯ" партин вырăнти секретарĕ А.В.Баш-киров райадминистрацинче ноябрĕн 22-мĕшĕнче, ноябрĕн 29-мĕшĕнче 9-15 сехетсенче йышăнĕ. Ачкасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче _ ноябрĕн 21-мĕшĕнче, Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕнче - ноябрĕн 22-мĕшĕнче, ноябрĕн 23-мĕшĕнче - Пантьăкпа Кив Атикасси ял тăрăхĕсенче, ноябрĕн 24-мĕшĕнче - Мăн Этменпе Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсенче, ноябрĕн 25-мĕшĕнче - Тралькассипе Питĕркасси ял тăрăхĕсенче, ноябрĕн 28-мĕшĕнче - Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче, декабрĕн 1-мĕшĕнче - Штанаш ял тăрăхĕн администрацийĕнче. Халăха Кив Атикасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче - 13 сехетрен пуçласа 16 сехетчен, ытти ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче вара 9-14 сехетсенче йышăнĕç.
"ЕДИНАЯ РОССИЯ" политика партийĕн вырăнти уйрăмĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"