АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таксист виллине тупнă

18 ноября 2016 г.

Эрне пуçламăшĕнче пирĕн район территорийĕнче, Малиновкăпа Уйпуç ялĕсене пырса кĕмелли çулсем хĕресленнĕ çĕрте, 24 çулхи арçын виллине тупнă. Вăл Чулхула облаçĕнче ноябрĕн 6-мĕшĕнче çухалнă таксист пулнине палăртнă. Кỹршĕ регионти Дзержинск хулинче таксистра ĕçленĕ çамрăк çухалнине чи малтанах унăн ĕçтешĕсем пĕлтернĕ. Вăл шурă тĕслĕ "Ренопа" çỹренĕ, ун çинче такси символики пулнă. Юлашки хут çак машинăна видеокамерăсем ноябрĕн 7-мĕшĕнче Воротынец районĕнче ỹкерсе илнĕ пулнă. Такси Çĕмĕрле еннелле кайма тухнине палăртаççĕ. Юлташĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк таксист тăлăх пулнă - унăн ашшĕ-амăшĕ те, мăшăрĕ те, ачисем те пулман.

Çак синкерле ĕç пирки халĕ темĕнле сас-хура та çỹрет. Чи малтанах пурне те çак тискер ĕçе камсем тата мĕншĕн туни пăлхантарать. Тата юлашки вăхăтра пирĕн район территорийĕнче ытти районта е регионта пурăннă çынсен виллисене тупни шухăша ярать. Аса илтеретпĕр, 2015 çулхи июль уйăхĕнче Шуккакасси çывăхĕнчи çул хĕрринче çамрăк хĕрарăм виллине тупнăччĕ. Халĕ акă - çамрăк арçын вилли. Мĕншĕн шăпах пирĕн районта? Калама хĕн...

А.СЕМЕНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика