АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур ĕçе те явăçтарассишĕн

18 ноября 2016 г.

Кỹршĕллĕ Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăкри ятарлă пĕлỹ паракан интернат шкулта Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакан 40 ача вĕренет.

Эпир, интернат шкул ĕçченĕсем, кашни ачана пур ĕçе явăçтарассишĕн тăрăшатпăр. Ачасене интернат шкулта иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнтаратпăр. Ку енĕпе кашни мероприятие хăйне евĕрлĕ ирттеретпĕр. Нумаях пулмасть кĕрхи кунсене халалласа уяв ирттертĕмĕр. Мероприяти ку хутĕнче те хăйнеевĕрлĕхпе палăрчĕ, ачасен кăмăлне çĕклерĕ. Палăртас килет, уява ташă илемлĕхне халалларăмăр. Пирĕн шутпа, ташă искусстви чи тыткăнлакан тата çĕклентерекен ỹнер. Ташă - пурнăçа илемлĕхпе çĕкленỹлĕх кĕртекен пулăм. Уява "Ташă марафонĕ" ят патăмăр. 7-9 классенче вĕренекенсем "Чи илĕртỹллĕ ташлакан команда" ятне тивĕçес тесе хăйсен пултарулăх фантазийĕпе, çĕнтерỹ туйăмĕпе пур енлĕн усă курчĕç. Чи маттуррисем те пулчĕç, вĕсем - 8-мĕшсем. Çитес кунсенче вара интернат шкул Аннесен кунне анлă ирттерме хатĕрленет.

Анастасия ПАДЮКОВА, Саланчăкри интернат шкулăн воспитателĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика