18 ноября 2016 г.
Этем кирек ăçта кайсан та хăйĕн çуралса ỹснĕ вырăнне манмасть. Тăван кĕтес ăшши яланах пирĕн чуна ăшăтса тăрать. Манăн паянхи сăмахăм Карăкçырми çинчен пулĕ. Пĕрре пăхсан çак ял ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пек. Çапах та унăн хăйĕн уйрăмлăхĕ пур, вăл хăйĕн историйĕпе, тĕлĕнмелле вырăнĕсемпе тыткăнлать. Ку ял хитре те ытарайми илемлĕ вырăнта ларать. Кунти сарлака та тарăн çырмасем Кавказ тăрăхĕнчи туллă-сăртлă вырăнсене аса илтереççĕ. Çавăн пекех ку тавралăх çĕр айĕнчен тапса тухакан вăйлă çăлкуçсемпе пуян. Вĕсем юхса кĕнĕ май ял çывăхĕнчи Хăнатар юханшывĕ палăрмаллах сарăлса Сăр еннелле васкать. Мĕн ĕлĕк-авалтанах çынсемпе çăлкуç хушшинче нумай йăла-йĕрке çирĕпленнĕ. Ахах пек таса çăлкуçа упраса куллен пăхса тăрасси халĕ те йăлара.
Акă Карăкçырми çывăхĕнчи çăлкуçсенчен пĕри çĕр-çĕр çул хушши типме пĕлмесĕр тапса тăрать. Хĕллехи кунсенче вăл ăшă пек туйăнать, çуллахи шăрăх кунсенче сиввипе тĕлĕнтерет. Ялти ватă çынсем çак çăлкуç авалтанпах упраннине, чирлĕ çынсене çăмăллăх кỹнине палăртаççĕ. Çавăнпа ял халăхĕ çăлкуçа уйрăмах паллă вырăна хурса хаклать. Хальхи вăхăтра çăлкуç шывĕ тутăхман тимĕр пăрăх тăрăх юхать. Ялти пуçаруллă çынсем тăрăшнипех 2013 çулта Карăкçырми ялĕнчи çăлкуçа Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ Храмăн настоятелĕ Максим протоиерей тата Штанаш чиркĕвĕн настоятелĕ Амвросий игумен сăвапланă, çакăнтах хĕрес лартнă, çăлкуçа Таса Турă Амăшĕн "Неупиваемая чаша" Турăшăн ятне панă.
Çăлкуç çывăхĕ çултан-çул хăтлăланса пырать. Кашни çулах Кăшарни уявĕнче кунти шыва пачăшкă çветить тăвать, çакăн хыççăн вăлашкана пухăнса тăракан шывпа халăх йышлăн чỹхенсе сăвап илет. Çак пархатарлă вырăна ял çыннисем халăхпа пĕрле пăхса тăма тăрăшаççĕ. Ĕçсене йĕркелесе ертсе пыраканĕсем - Юрий Ивановичпа Юрий Григорьевич Ербулаткинсем. Карăкçырми ялĕ 16-17-мĕш ĕмĕрсенчех пуçланса кайнă теме пулать. Çакна паянхи кунчченех халăх асĕнче упранса юлнă урăх чĕлхерен кĕнĕ сăмахсемпе ятсем тĕл пулни те çирĕплетет. Ĕлĕк-авал ку тăрăхра Шахмăрза ятлă хăюллă чăваш пурăннă. Вăл тепĕр юнашар яла (халĕ Хирлỹкасси ялĕ) Хăнатар шывĕ урлă каçма кĕпер тунă, лашапа каçакансенчен вара укçа илсе тăнă. Халĕ çак вăрăм айлăма Шахмурза çырми тесе калаççĕ. Ĕлĕк ку сăртлă вырăнта сĕм вăрман кашланă, çỹллĕ каврăçсемпе патвар юмансем тỹпенелле кармашнă, ку тăрăх хăнтăрсемпе пуян пулнă. Кунти юханшыва Хăнатар ят пани те çавăнпах çыхăннă. Уйрăмах карăксем хăйсене ирĕклĕ туйнă. Вăрман хỹттине аякран çынсем килсе вырнаçнă. Вăрманне вĕсем тахçанах касса хăртнă, ака-суха тумалли çĕрсем тунă. Анчах та ял ятне Карăк сăмах яланлăхах кĕрсе юлнă. 1859 çулхи "Чĕмпĕр пуххи" кĕнекере пирĕн тăрăхри ялсен списокне илсе кăтартнă. Унта çавăн пекех "касси", "çырми" сăмахсене ăнлантарса пани те пур. Вĕсемсĕр чăваш ялĕсен ячĕсем мĕнле пуçланса кайнине ăнлантарса пама йывăр. Карăкçырми пирки унта çапларах çырнă: "Карк-Сюрьми (Ярандайкасси), (Шуккакасси) - при речке Хонодаровке и овраге Каменном, 42 дв., 150:177; Вурманкасы - при безымянном овраге, 12 дв., 42:37.". Çапла хальхи Карăкçырми Хăнатар юханшывĕ тата Чул çырма хĕрринче вырнаçнине, вăл икĕ касран - Ярандайкасси тата Шуккакасси -тăнине пĕлетпĕр. Паллах, вăхăт иртнĕçемĕн ытти çĕрти пекех кунта та чылай улшăну пулса иртнĕ. 1897 çулта Чĕмпĕр кĕпернинчи çырав тăрăх, Карăкçырми, Шуккакасси ялĕсенчи 216 хуçалăхра 216 арçынпа 227 хĕрарăм пурăннă, 3 çил арманĕ, 2 тимĕрç лаççи, типĕ тырă упрамалли 3 ампар пулнă. Карăкçырми çыннисем пĕрремĕш тĕнче вăрçине, Октябрьти революцие хутшăнни те историе кĕрсе юлнă. Ял Пантьăк чиркĕвĕн прихутне кĕнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ялта "Красное знамя" ятлă колхоз йĕркеленнĕ. Вăл икĕ бригадăран тăнă. Малтанхи çулсенче бригадăсене А.А.Горланов тата Н.Ф.Кошелев ертсе пынă (вĕсем вăрçа çак ĕçрен тухса кайнă). Çирĕм çул ытла хăй тĕллĕн пурăннă пĕчĕк хуçалăх. Тырă-пулă, çĕрулми, пахча çимĕç ỹстернĕ, выльăх-чĕр- лĕхрен сĕт, аш-какай туса илнĕ. 50-мĕш çулсем вĕçĕнче ку колхоза "Искра" хуçалăхпа пĕрлештернĕ хыççăн уйрăмах карăкçырмисем кантăр ỹстерессипе районта чи пултаруллисем шутланнă. Çак ĕçре тăрăшакансене çулсерен патшалăх наградисемпе чысланă.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан тăван çĕршыва хỹтĕлеме Карăкçырмипе Шуккакассинчен чи вăйпитти 169 çын тухса кайнă, 82 вара çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă. Ербулаткинсен, Наштыковсен, Кошелевсен, Шивиревсен, Еремеевсен ашшĕ-амăшĕ икшер ывăлне кĕтсе илеймен. Совет влаçĕн çулĕсенче вĕренме тăрăшакансен шучĕ ỹссе пынă. Ялта çĕнĕ шкул çуртне туса лартнă, çĕр уйăрса панă. 40 сотăй çинче шкул пахча çимĕç туса илнĕ.
Пĕлỹ илме çăмăлах мар пулнине пăхмасăр ялти шкултан вĕренсе тухакансем кайран паллă çынсем пулса тăнă. Акă учителе вĕренсе тухнă, вăрçа хутшăннă Петр Александрович Михеев 60-70-мĕш çулсенче Хĕрлĕ Чутай районĕн пĕрремĕш секретарĕнче, районсене пĕрлештерсен Çĕмĕрле хулин Канаш ĕçтăвкомĕн председателĕнче тăрăшнă.
Карăкçырми хĕрне Альбина Борисовна Новикована кам пĕлмест-ши?"Коминтерн" ЯХПК-н пултаруллă ертỹçи "Раççей тата ЧР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕç-ченĕ" ятсене тивĕçнĕ.
Районта тухса тăракан "Коммунизм çулĕпе" хаçатра чылай çул ĕçлесе тарăн йĕр хăварнă, 1969-1986 çулсенче тĕп редактор çумĕ пулнă Павел Арсенть-евич Голицына аса илер-ха. Вăл РСФСР журналистсен союзĕн членĕ шутланнă. Хăйĕн чылай материалне "Голпар" псевдонимпа пичетлесе кăларнă. 1804 çулта çуралнă Иван Егорович Гурьянов вăрçăччен Горький хулинчи педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн Улатăрти учительсене хатĕрлекен техникума чылай çул хушши ертсе пынă. "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ята тивĕçнĕ.
Андрей Михайлович Гурьянов Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ пулнă, вăрçăра нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса хастарлăх кăтартнă. Григорий Поликарпович Ямсков 1956 çулта Мускаври Ломоносов ячĕллĕ университетран вĕренсе тухнă. Историк, таврапĕлỹçĕ пулнă май тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ, хаçат-журналта пичетленсе тăнă. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Владимир Григорьевич Голицын ГЭС-ра чылай хушă аслă инженерта тăрăшнă, "Хисеплĕ энергетик" ята тивĕçнĕ. Паллах, ялта çуралса ỹснĕ паллă çынсем нумай, вĕсене пурне те асăнса çитерме май çук.
Паян ялта пурăнакан чи ватă çынсене асăнас килет, вĕсем 95 çулхи Анна Егоровна Абаськина тата 88 çулхи Харитон Федорович Голицын.
Çапла, ĕмĕрсем хыçала юлсан та ял пурăнать. Вăл пурнăç таппинчен, самана уттинчен юлмасть.
В.РОМАНОВ, районти таврапĕлỹçĕсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"