23 ноября 2016 г.
2004 çулхи августăн 20-мĕшĕнче "Инкек тỹснисене, свидетельсене тата уголовлă суд производствине хутшăнакансене патшалăх енчен хỹтĕлесси çинчен" федераллă саккун йышăннă. Унта инкек тỹснисене, свидетельсене, айăпланакансене, вĕсен хỹтĕлевçисене тата саккунлă представителĕсене, судпа айăпланисене, айăпсăр тесе йышăннисене, экспертсене, специалистсене, куçаруçăсене, пунеттейсене, уголовлă ĕçе хутшăнакан ытти çынсене патшалăх енчен хỹтĕлемелли мерăсен тытăмне çирĕплетнĕ. Патшалăх хỹтĕлевне çавăн пекех инкек тỹснисен тăванĕсемпе çывăх çыннисем те тивĕçлĕ.
Кунсăр пуçне заявлени тăратакана, преступлени вырăнĕнче пулнă çынна е инкек тỹснине уголовлă ĕçе пуçариччен те хỹтĕлеме пултарĕç. Хăрушсăрлăх мерисене пурнăçласси хăйсен производствинче пур уголовлă ĕçсемпе РФ шалти ĕçсен, хăрушсăрлăх служби, таможня, наркотик хатĕрĕсен çаврăнăшне тĕрĕслекен органсем çине тиенет. Хăрушсăрлăх мерисене хỹтĕлев кирлĕ çын заявлени çырсан е вăл килĕшнине алă пусса çирĕплетсен пурнăçлаççĕ. Çул çитмен çамрăксемшĕн вĕсен ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕсем ыйтса çыраççĕ. Çынна хỹтĕлес тĕлĕшре пĕр вăхăтрах темиçе хăрушсăрлăх мерипе усă курма пулать.
Василий БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"