23 ноября 2016 г.
Ăнăçсăр тата социаллă хăрушлăх кăларса тăратакан çемьесемпе профилактика тытăмĕн пур субъекчĕн те ĕçлемелле, тĕрĕс çул çине тăма пулăшмалла. Çакăн пирки иртнĕ эрнере район администрацийĕн çул çитмен çамрăксен ĕçĕсене тишкерекен комисси председателĕ Юрий Ямсков каланă.
Паянхи кун районта 48 ăнăçсăр çемьене (вĕсенче 80 ача пурăнать) шута илнĕ. Комисси вĕсемпе кашнинпех уйрăммăн ĕçлет, сăнаса тăрать. Апла пулин те хăш-пĕрисем тĕлĕшпе административлă ĕçсем уçма тивет. Кăçал 21 административлă ĕç пуçарнă, вĕсенчен 16 ĕç ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани паманшăн, виçĕ ĕç - çул çитмен çамрăксене эрех-сăра ĕçме явăçтарнăшăн, икĕ ĕç _ урăх сăлтавпа. Пĕтĕмпе 8400 тенкĕлĕх штраф панă.
Шел пулин те, ăнăçсăр çемьесен хисепĕ комиссин кашни ларăвĕнчех улшăнать. Кăçалхи 10 уйăхра, сăмахран, ун пек тăватă çемьене учета илнĕ, пĕрне кăларнă. Пилĕк çемьене вара комисси пĕрмаях тĕрĕслесе тăрать.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"